Муркаш енче пулчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 11:11 Просмотров: 14

Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Сергей Державин Муркаш округĕнче пулчĕ. Вăл район прокуратурин коллективĕпе тĕл пулчĕ, кунти ĕçпе паллашрĕ.

Çавăн пекех вăл граждансен йышăнăвне ирттерчĕ. Тĕслĕхрен, Юнкă ялĕнче пурăнакансене спорт площадкин строительстви тата территорие хăт кĕртесси кăсăклантарчĕ. Йышăнăва килекенсем автоçул юсассинче, тăвассинче пулăшу кÿме, çынсем йышлă каçакан çĕрте çул урлă каçмалли вырăна йĕркелеме, çавăн пекех хăш-пĕр автоçул çинче контракта пурнăçланă хыççăн ĕç пахалăхне хаклама ыйтрĕç. Сергей Державин ĕçлĕ çул çÿревпе округри пысăк предприяти коллективĕпе тĕл пулчĕ, кăткăс самантсем пуррипе кăсăкланчĕ, ĕç условине хакларĕ, ултавçăсемпе телефон калаçăвне кĕмелле маррине аса илтерчĕ.

Эдуард СОКРА ШКИН, район прокурорĕ, юстици советникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4