Врач амбулаторийĕнче юсав малалла пырать

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 11:09 Просмотров: 16

Муркаш район прокурорĕ «Центрстрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçипе тата Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕпе пĕрле Йÿçкассинчи врач амбулаторийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем мĕнле пынине çитсе курчĕ.

Капиталлă юсав ĕçне республика бюджетĕнчен финанслаççĕ. Килĕшÿ тăрăх юсав октябрь вĕçĕнче вĕçленмелле. Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра объект 38 процент хатĕр. Подрядчик ĕçе график шайĕнче вĕçлеме палăртать. Перегородкăсем тунă, урайне керамогранит хунă, вентиляци системипе электропроводка монтажĕсене тунă. Çĕнĕ кантăк блокĕсене вырнаçтарнă тата пÿлĕмсем хушшинчи алăксене лартнă хыççăн штукатурка ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Тĕрĕслев хыççăн район прокурорĕ «Центрстрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçине ĕçе график шайĕнче вĕçлеме тата палăртнă срока пăсма юраманнине асăрхаттарнă. Капиталлă юсава вăхăтра вĕçлессине район прокуратури контрольте тытать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4