Юсав ĕçне хăвăртлатмалла

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 11:08 Просмотров: 16

Муркаш район прокуратури подряд организацийĕн – «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçипе Йÿçкасси шкулне капиталлă юсав тунă çĕре çитсе курчĕ. Ĕçе финансласси «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать.

Контракта пурнăçлассин малтанхи вăхăчĕ сентябрĕн 1-мĕшĕ пулнă. Объекта пăхса тухсан тата документсемпе паллашсан юсав вăхăтĕнче хушма ĕçсем тупăннă. Çавна май улшăнăва контракта кĕртме документсене патшалăх экспертизине янă. Çакă капиталлă юсав ĕçне вĕçлессине вăрахлатнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче объект 65 процент шайĕнче хатĕр пулнă. Хушма ĕçсем тупăннăран контракта тăсассипе контракт çумне тепĕр килĕшÿ тума тивнĕ. Ĕçе вăхăтра вĕçлеме май килменнин сăлтавĕсенчен пĕри подрядчик проектпа смета документацине вăхăтра улшăну кĕртменни пулнă. Çавна май «Ситистрой» ООО ертÿçи тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 7.30.2 статьян 3 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă производство пуçарнă, материалсене УФАС Чăваш Енти управленине тăратнă. Район прокуратури маларах подряд организацийĕн ертÿçипе калаçу ирттернĕ, законодательствăна тата строительствăпа монтаж ĕçĕсен срокне пăсма юраманнине асăрхаттарнă. Подряд организацийĕ ĕç графикĕнчен кая юлнăран ертÿçĕне çитменлĕхсене сирме асăрхаттарнă тата çакăншăн айăплă должноçри ĕçченсене яваплăха кĕртме хушнă. Çакна та палăртса хăвармалла «Ситистрой» ООО çавăн пекех Çатракасси шкулĕнче те капиталлă юсав ирттернĕ, ĕçе вăхăтра вĕçленĕ. Капиталлă юсав ĕçне вĕçлессине район прокуратури контрольте тытать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4