Хуçалăхра тăрăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.09.2026, 10:59 Просмотров: 22

Паян пирĕн округри кашни пĕрлешÿллĕ хуçалăхрах уяр кунсемпе туллин усă курассипе ĕç вĕресе кăна тăрать – ĕç кунĕ шуçăмран шуçăма тăсăлать. Пурнăç çĕнĕлĕхĕсемпе тан пыракан «Свобода» пĕрлешÿллĕ кооператив ĕçченĕсем те хастарлăха кунран кун ÿстерсе, çанталăкăн кашни уяр саманчĕпе туллин усă курса вырма ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме тăрăшаççĕ.

– Юлса пыма пирĕн пĕр сăлтав та çук. Ял хуçалăх техникине ĕçе тĕплĕ хатĕрлерĕмĕр, механизаторсем пĕри тепринчен шанчăклăрах. Ырми-канми ĕçлесе уй-хирте хĕвелпе тата çумăр тăрăшнипе çĕкленнĕ пуянлăхăн пĕр пĕрчине те çухатасшăн мар эпир, – вăхăтра та туллин ĕçлес кăмăл пуррине палăртса калаçаççĕ «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн хирте тĕл пулнă водителĕсемпе механизаторĕсем. Эсир сăн ÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла) куракан Алексей Журавлев нумай çул ĕнтĕ вырмара хиртен йĕтем çине тырă турттарассипе тăрăшать. Хăй ĕçне пĕлсе пурнăçлать, ответлăха туять. Вырма вăхăтĕнчех кооператив механизаторĕсем выльăх апачĕ янтăлассипе те кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунта 30 çул ытла механизатор пулса ĕçлекен Евгений Якимов симĕс массăпа фермăна рейс хыççăн рейс тăвать. «Эпир паян тăрăшса ĕçлени хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулăшасса шанатпăр», –терĕЕвгений Витальевич хуçалăх ĕçченĕсем паян вырма ирттерессипе ытларах тăрăшнине палăртса. Çатракассинчи КЗСра тырă аласа типĕтекен Евгений Костенев оператор та çак вăхăтра хăйĕнчен мĕн килнине вăхăтра пурнăçласси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Хастар ĕçченсем хуçалăхра вырма кал-кал пынипе кăмăллă пулнине пытармарĕç. Çатракассисемпе кашмашсем пĕрлехи ĕмĕтпе ĕçлени курăнать. Çĕр ĕçченĕн ырă шухăшĕ вăхăтра пурнăçланса пытăрччĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4