Кулленхи пурнăçра эпир кашни кунран ыррине кĕтетпĕр. Çак шанăçпах уявсем паллă туса кĕрекене ларатпăр. Нумайăшĕ кĕрекере халăхăн ырă йăли-йĕркине тытма тăрăшать. Уяв илемĕ кĕрекерен пуçланнине шута илсе эпир паян хамăрăн вулакансене пан улмирен епле çимĕçсем хатĕрлеме май пуррипе паллаштарма кăмăл турăмăр. Ĕçлесе пăхăр, хăвăр фантазие пурнăçа кĕртĕр – сирĕн уяв сĕтелĕ пуянрах та илемĕрех пулĕ, чĕннĕ хăнасен кăмăлĕ те ÿсĕ, хăвăр та туллин савăнăр.
Печени
2 пан улми, 200 грамм финик, 100 грамм услам çу, 4 апат кашăкĕ сахăр песукĕ, кăшт пыл, 1 стакан çăнăх, сĕлĕ кĕрпи (хăрпăкĕ), 1 пакет разрыхлитель, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, кăштах аçтăрхан мăйăрĕ кирлĕ. Финик вăррисене кăлармалла та çимĕçе турамалла. Пан улмисене çуса тасатмалла та 4-шар пая пайламалла, вăррисене кăларса шултра теркăпа хырмалла. Кастрюльте услам çу ирĕлтермелле. Унта сахăрпа пыл хушмалла, сахăр ирĕличчен лайăх пăтратмалла. Финик ямалла та вăйсăр çулăм çинче 4 минут пăшăхламалла. Çăнăх, сĕлĕ кĕрпи (хăрпăкĕ), разрыхлитель, пан улмипе лимон сĕткенĕ хушмалла. Лайăх пăтратмалла. Çак вăхăтра духовкăна 190 градуса çити вĕрилентермелле. Хатĕр хутăша пергамент сарнă çатма е противень çине сарса хурса тăпăл-тăпăл вырнаçтармалла, тикĕслемелле. Çиелтен аçтăрхан мăйăрĕпе илемлетмелле. Духовкăна лартса çур сехет пĕçермелле. Ун хыççăн духовкăна 160 градуса çити чакарса унта татах 10 минут тытмалла.
Тултарнă пан улми
2 пан улми, 1 апат кашăкĕ пыл, 20 грамм вĕтетнĕ мăйăр, 50 грамм иçĕм çырли, 5 грамм корица, 30 грамм хĕрлĕ хурлăхан илмелле. Соус хатĕрлеме 250 грамм хăймаллă сĕт (сливки), 2 çăмарта сарри, çур пакет ваниль сахăрĕ, 50 грамм сахăр кирлĕ. Пан улмисене çуса типĕтмелле, тăррисене касса шăтăк тумалла. Иçĕм çырлине 2 – 3 хут çумалла. Мăйăра вĕтетмелле. Хĕрлĕ хурлăхана (компотри çырлапа та, шăнтнипе те усă курма юрать) иçĕм çырлипе тата мăйăрпа хутăштармалла, корица сапмалла. Пулнă хутăша пан улми ăшне вырнаçтармалла. Пан улмисене çатма е противень çине хумалла та пыл сĕрсе тухмалла. Хыççăн 220 градуса çити вĕрилентернĕ духовкăна лартмалла, 20 минут пĕçермелле.
Август 2026 |
