Ялта пурăнакансем паян хăйсен малашлăхне, пурнăç илемне ытларах тăван ене аталантарассипе, хăйсем пурăнакан вырăна хăт кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçленинче кураççĕ. Çынсем тавралăх илемне курма, ăна хаклама пĕлни тăван ен культуришĕн тăрăшаканăн чун пуянлăхĕ пулса тăрать. Кунашкал вырăнсем хамăр тăрăхра та чылай пулни пирĕнтен тавракурăма анлăлатма тата тимлĕхе ÿстерме ыйтать.
Çÿлерех каланине ял çыннисем паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме – Халăх бюджечĕ» программи урлă та кураççĕ. Çавăнпа вĕсем асăннă программăпа вырăнсенче туллинрех усă курма тăрăшнине ырламалла кăна. Хальхи вăхăтра Ярославка территори пайĕнче те ку программăпа тĕллевлĕ ĕçлесси кун йĕркинче çирĕп тăрать. «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа усă курса çитес çул ку тăрăхра халăхпа пĕрле пулса калăпăшлă ĕçсем пурнăçлас тесе 3 проекта реализацилеме тĕллев лартнă. Вĕсем кашниех вырăнта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Çапла вара çитес çул пĕрлехи вăйпа Çĕмĕртлĕх Чемейре тата Тăмкассинче пурăнакансем ялсенче ĕçмелли шыв пăрăхĕсене юсассипе тĕллевлĕ ĕçлес кăмăл пуррине палăртнă. Çĕмĕртлĕх Чемейре пурăнакансем çав программăпах ял çывăхĕнчи гидротехника сооруженине пĕрле юсама шутланă. Плотина çывăхри ялсенче пурăнакан çынсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнăран, ку ĕçрен чăршăсем, тăмкассисем, варпуçсем тата чемейсем те айккинче юлмасса пĕлтернĕ.
Август 2026 |
