Юнкăсен тĕллевĕсем пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 09:29 Просмотров: 60

Малашлăха пăхакан çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илсе пырать. Халĕ калани Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекчĕпе çыхăннă. Унпа усă курас текенсем халăхпа тĕл пулусем ирттерсе умри тĕллевсене палăртассипе тăрăшнине ырламалла кăна. Вĕсем ял çыннисен пурнăç условийĕсене тĕпрен лайăхлатассипе çыхăннă.

Çÿлерех каланине Юнкă территори пайĕнче пурăнакансем аван ăнланаççĕ. Çапла вара умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе пĕрле кар тăрса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулсенче тата кăçал пурнăçланă ĕçсем пурнăç условийĕсене лайăхлатнине территори пайĕнче пурăнакансем ăнланса илчĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та ку енĕпе вĕсем малашне те пĕрле ĕçлеме хăйсем умне тĕллев лартрĕç. 2027 çул валли мĕн палăртаççĕ-ха ку территори пайĕнче? Унăн пуçлăхĕ Сергей Самуков каланă тăрăх, ялта пурăнакансен тĕллевĕсем пысăк. Вĕсем кашниех хăйсен пурнăçне лайăхлатассипе вырăнта çанă тавăрса ĕçлемесен катаран килсе туса памассине ăнланаççĕ. Юнкă территори пайĕнче кашни ĕçе çиччĕ виçсе пурнăçласси ăруран ăрăва куçса пырать. Çапла вара çитес çул кунта пурăнакансем сакăр проекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартаççĕ. Вĕсем йăлтах ялсен малашлăхĕпе çыхăннă:

– Пĕрремĕш Май выççăлккинче çул юсаса яла хăт кĕртмелле;

– Кăпасри Верхняя урамри 700 метр çула юсамалла;

– Канаш выççăлккинчи çула юсасасси те – пĕлтерĕшлĕ ыйту;

– Юнкăри Новая тата Молодежная урамсенчи (2 проект) çулсене юсамалла;

– Юнкă салинчи çăва картине хăт кĕртессте кун йĕркинче тăрать;

– Юнкă салинчи Яблоневая урамри спорт лапамĕ те – ялшăн пĕлтерĕшлĕ объект;

– Кăпасри Верхняя тата Нижняя урамсене ĕçмелли паха шыв çитерме шыв башни тăвасси те – умри ĕç.

Умри тĕллевсем пысăккине пăхмасăрах асăннă ялсенче пурăнакансем пĕрлехи вăйпа вĕсем пурнăçланасса шанаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6