Ял малашлăхĕ пуçаруллă çынсен аллинче пулнине Ильинка территори пайĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Ăна вĕсем юлашки çулсенче хăйсем пурнăçланă ĕçĕсемпе çирĕплетеççĕ. Çапла вара пĕлтĕр çеç Мăн Шашкарта клуб çуртне туса лартнă, Тяпакассинче çăл куç тирпейленĕ, Чĕпĕлкассинче шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса панă, Тренккăра Культура çуртне хăт кĕртнĕ.
Пĕрре пуçăннă ĕçе вĕсем кăçал та алăран яман. Палăртнă ĕçсем пурнăçланни ял çыннисене савăнтарнине территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Соколова пытармарĕ. Нумайăшне калаçтарнă Хунтăкассинчи пĕвене кăçал тĕпрен тасатнă (сăн ÿкерчĕкре), Мемеккассинчи Центральная урамра пурăнакансене шывпа тивĕçтермелли системăна çĕнетнĕ, Мăн Шашкарти 5 урамра пурăнакансене шывпа тивĕçтермелли системăна юсаса панă. Тăрăшсан ĕçсем кал-кал пыни ильинкăсене малалла та шанчăклă пăхтарать. Ĕç пурнăçланнине кура ялсенче пурăнакансем паян ыранхи кунпа пурăнаççĕ. Кунта çулсем тăвасси-юсасси тĕп вырăна тухать. Çитес çула пăхнă ĕçсенче шăпах вĕсем тĕп вырăнта тăраççĕ. Çулсем ялта пурăнаканшăн та, килен-каяканшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара ялсенчи пуçарулăх ушкăнĕсем тăрăшнăран территори пайĕ çитес çул Мăн Шашкарти урамсемпе тăкăрлăксене хăт кĕртме тата вырăнти шыв илмелли башня патне пымалли çула юсама 3 проект хатĕрленĕ. Кунпа пĕрлех пуçарулăх мелĕпе 2027 çулта Шерĕк ялĕнчи çула юсамалла, Чĕпĕлкассинчи Н. Яковлев ячĕллĕ тата Радужная урамсенчи çула тирпейлемелле, Хунтăкассинчи пĕвене юсаса хăт кĕртмелле.
Ялсенче пурăнакансен активлăхне кура асăннă ĕçсем вăхăтра пурнăçланасса территори пайĕнче шанаççĕ. Ильинкăсем пĕр çын пек пулса малашлăха пăхни вĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлассипе алă усманни малашлăха пысăк шанăç парать. Тĕллевсем пысăкки пĕрле пулса ĕçлеме ыйтать. «Ниме – Халăх бюджечĕ» проект – вĕсене пурнăçламалли ĕçсен тĕп çăлкуçĕ.
Август 2026 |
