Çитес çул валли – 6 проект

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 09:09 Просмотров: 61

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çакă ялсен пурнăçĕнчен те аван курăнать. Тăван çĕршыв тата республика шайĕнче ку ыйту çине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрма пуçланине пурте куратпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме – Халăх бюджечĕ» проектне кĕрсе, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма паян кашни территори пайĕ тăрăшать. Çав шутра – муркашсем те. Асăннă территори пайĕн активисчĕсем тăрăшнипе тăван ене аталантарма çитес çул валли уйрăмах пĕлтерĕшлĕ 6 проект йĕркеленĕ.

Палăртнă ĕçсене пурнăçласси – ялсенче пурăнакансемпе пĕрле пулса тумалли тĕллев. Вĕсемпе территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов ял çыннисене паллаштарсах тăрать. Кашни пуçарулăхăн пĕлтерĕшĕ пулмалла тата ял çыннисен сĕнĕвĕсем тĕп вырăнта тăмалла, палăртнă ĕçсене пурнăçламалли документсене тата смета хакне вăхăтра хатĕрлесе çитермелле. Çаксене саккуна пăхăнса пурнăçлани территори пайне малашлăха пăхса ĕçлеме çул уçать. Кунта вара Муркаш территори пайĕн тĕллевĕсем пысăккине палăртса хăваратпăр. Çитес çул валли асăннă территори пайĕ пăхнă объектсем пурте ялсен малашлăх аталанăвĕпе çыхăннă. Пĕрремĕшĕ – Малиновкăра çул тăвасси; иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕ (пĕр проекта икĕ пая пайланă) – Шаптак ялĕнчи 6 урамра (Центральная, Новая Центральная, Заречная, Молодежная, Прудовая, Новая) шыв пăрăхне масштаблă юсасси тата шыв башнине улăштарасси; тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕшĕ – Муркашри Южная урамри тата Çĕньял Муркашри çăва картисене тирпейлесси; улттăмĕшĕ – Муркашри Парковая урамĕнчи нумай хваттерлĕ 2, 4, 6 номерлĕ çуртсем хушшинчи территорие хăт кĕртесси. Округра пурăнакансем малашлăха шанни ыран паянхинчен лайăхрах пурăнмалли пурнăç никĕсĕ пулса тăрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6