Суйлавсем пирки пӗлтереҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 08:58 Просмотров: 57

Августӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 5-мӗшӗччен участоксенчи суйлав комиссийӗсен членӗсем республикӑра пурӑнакансене суйлавсем ҫинчен килӗрен ҫӳресе пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗ хыпарлать.

Чӑваш Республикинче информаципе ӑнлантару ӗҫне 2700 ытла ҫын – участоксенчи суйлав комиссийӗсен членӗсем – хутшӑнать. Комисси членӗсем ҫакна каласа параҫҫӗ:

- сасӑлав хӑҫан тата ӑҫта иртӗ;

- хӑвӑрӑн суйлав участокне мӗнле тупмалла;

- сасӑлавӑн мӗнле формисем пур;

- хушма информацие ӑҫта илмелле.

Сирӗн пата пынӑ комисси членне «ВЫБОРЫ ЧУВАШИЯ» тесе ҫырнӑ шурӑ манишкӑпа, ята ҫырнӑ бейджпа, суйлав комиссийӗн членӗн удостоверенийӗпе тата брендланӑ сумкӑпа пӗлме пулать. Иккӗленетӗр пулсан килен-каяна удостоверени кӑтартма ыйтӑр, унта кӑтартнӑ даннӑйсене бейджпа тӗрӗслӗр. Комисси членӗн аллинчи смартфон ӗҫ хатӗрӗ шутланать. Ятарлӑ мобильлӗ приложенире УИК членӗ сире информаци пӗлтернине палӑртать.

Асӑрхӑр: «ИнформУИК» пайташӗсем СМСри кодсене, банк карттин даннӑйӗсене, "Госуслуги" порталти

логинсене е парольсене пӗлтерме ыйтмаҫҫӗ, приложени вырнаҫтарма сӗнмеҫҫӗ, укҫа куҫарма хушмаҫҫӗ. Енчен те килен-каян асӑннӑ ӗҫсенчен пӗрне те пулин тума ыйтать пулсан, сирӗн умра проекта хутшӑнакан мар. Аса илтеретпӗр, «ИнформУИК» проект агитаци туни мар. Сирӗн пата пыракансем пӗр-пӗр партишӗн е кандидатшӑн сасӑлама ӳкӗте кӗртмеҫҫӗ, суйлавҫӑ хӑйӗн сассине кама пама палӑртнине ыйтмаҫҫӗ, суйлав пирки ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ. Калаҫу темиҫе минут тӑсӑлӗ, сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенчи сасӑлав пирки тӗп информаци сирӗн патӑрта официаллӑ лифлетра юлӗ. Муркаш округĕнче ку ĕçе участоксенчи суйлав комиссийĕсен 76 пайташĕ хутшăнать. Вĕсем ял çыннисене суйлавсем пирки пĕлтерме тытăннă та ĕнтĕ

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6