Суйлав – пысăк пĕлтерĕшлĕ политика пулăмĕ. Вăл çĕршыври кашни çынна пырса тивет. Суйлав граждансен, патшалăхăн малашлăхне палăртать.
Ку хутĕнче эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Пĕрлехи сасăлав кунĕччен шутлă кунсем юлаççĕ. Кăçалхи сасăлав сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче иртет. Халĕ вырăнсенче суйлавсене хатĕрленессин хĕрÿ тапхăрĕ пырать.
Муркаш территори суйлав комиссийĕн ертÿçипе Лилия Тарасовăпа çак кунсенче тĕл пултăмăр.
– Лилия Юрьевна, çитес суйлавсенче эпир çĕршыв тата республика шайĕнчи парламентсен депутачĕсене суйлатпăр.
– Умра пире пысăк ĕç кĕтет. Пĕрлехи суйлав кунĕнче эпир Раççей Федерацийĕн парламентне тата Чăваш Республикин парламентне суйлатпăр.
– Апла пулсан пире суйлавсенче миçе бюллетень параççĕ?
– Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тăххăрмĕш созыври депутачĕсене суйлама кашни çын алла икĕ бюллетень илет. Пĕри – федераци суйлав округĕ валли, унпа пĕр политика партине суйламалла пулать. Тепри вара республика территорийĕнчи конкретлă пĕр мандатлă округ валли.
– Республика шайĕнчи ĕç вара мĕнлерех пулса пырать?
– Чăваш Республикин саккăрмĕш созыври Патшалăх Канашне йĕркелес ĕç те çÿлерех асăннă пек пулса пырать.
Суйлавçăсене кунта та икĕ документ сĕнеççĕ. Пĕри – пĕрлехи республика округĕ тăрăх кандидатсене списокпа суйламалли. Тепри – вырăнти пĕр мандатлă округ претенденчĕ валли.
– Муркаш округĕнче миçе суйлав участокĕ ĕçлет?
– Пирĕн округра 31 суйлав участокĕ йĕркеленĕ. Вĕсене ял клубĕсенче, Культура çурчĕсенче, шкулсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса вырнаçтарнă. Суйлав комиссийĕсен йышне туллин йĕркеленĕ. Суйлавсен ĕçĕ мĕнле пынине сăнама видеокамерăсем вырнаçтарăпăр. Хатĕрленÿ ĕçĕ, вăл шутра вĕренесси те, малалла пырать.
– Енчен те суйлавçă хăй куллен пурăннă вырăнта мар, урăх вырăнта суйлава хутшăнать пулсан, суйлав йĕрки еплерех?
– Ун пек чухне суйлав бюллетенĕ сахалтарах пулать, енчен те пĕр мандатлă суйлав округĕ çав пĕр мандатлă округ чиккине кĕмест пулсан. Ăна çав документа памаççĕ. Электронлă суйлав вара географи чккине пăхăнмасть. Цифра формачĕ суйлавçăна унăн регистрацине тĕпе хурса документсен тулли пуххине сĕнет.
Август 2026 |
