Пулӑшӑва анлӑлататпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 08:30 Просмотров: 59

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисен членӗсем валли социаллӑ пулӑшу мелӗсене самай анлӑлатасси ҫинчен калакан указа алӑ пусрӑм. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьсенче ҫырать.

Тӗп улшӑнусем:

1. Пулӑшу илекенсен йышне анлӑлатасси: халӗ ҫемье членӗсем шутне, тӑванлӑх шайне пӑхмасӑр, СВОна хутшӑнакан тухса кайнӑ вӑхӑтра пӑхса пурӑннӑ ҫынсем те кӗреҫҫӗ.

2. Сусӑр салтаксене сроксӑр пулӑшу парасси: сусӑрлӑх ушкӑнне пӑхмасӑр, СВОна хутшӑннине пула инвалидлӑх илнӗ пирӗн хӳтӗлевҫӗсемшӗн пулӑшу мелӗсене сроксӑр сыхласа хӑварӗҫ.

3. СВОна хутшӑнакансен ҫемйисенчи студентсем валли колледжсенче тӳлевсӗр вӗри апат кӗртетпӗр – студент бюджет е коммерци мелӗпе вӗренет пулин те. Ку йышӑну тӳлевсӗр апатлану прави маларах вӗренӳ форминчен килнӗ танмарлӑха пӗтерет.

Олег Николаев Министрсен Кабинетне ҫӗнӗ мерӑсене хӑвӑрт ӗҫе кӗртме хушрӗ. Эпир хамӑрӑн паттӑрсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшса, пулӑшу тытӑмне ҫирӗплетсех пыратпӑр. СВО ветеранӗсем ытларах та ытларах киле таврӑнаҫҫӗ, ҫак пулӑшӑва йӗркелеме хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсен практика опычӗ питӗ хаклӑ. Чӑваш Республики яланах хӑйӗн хӳтӗлевҫисемпе юнашар пулӗ. Эпир вӗсен паттӑрлӑхне асра тытатпӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗпе мухтанатпӑр. Вӗсем тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисем эпир пур енлӗн пулӑшнине туйччӑр тесе пӗтӗмпех тӑватпӑр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6