Сăн ÿкерчĕкре Ярапайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенне Алевтина Димитриевăна тата шкул директорĕн воспитанипе, ача-пăча обществăлла организацийĕсемпе ĕçлекен советникне Светлана Силовăна куратăр. Вĕренÿ сферинче пысăк ăсталăх пухнă учительсем ачасемпе урок вăхăтĕнче кăна мар, класс тулашĕнче те чылай ĕçлеççĕ. Халăх йăли-йĕркине упрама, чăваш эрешĕсем тума, тĕрлеме вĕрентеççĕ. Ярапайкасси шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтсе илме хатĕр.
Август 2026 |
