Педагогсене хавхалантаратпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 08:26 Просмотров: 56

Педагогсене пулӑшассине вӑйлататпӑр: професси конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене – педагогика ӗҫченӗсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарассине ӳстересси ҫинчен калакан указа алӑ пусрӑм.

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьсенче пӗлтерчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен «Чӑваш Республикин ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине тӳлемелли тӳлевсем 150 пин тенкӗрен пуҫласа 200 пин тенкӗ таран ӳсеҫҫӗ, «Чӑваш Республикин ҫулталӑк воспитателӗ» – 100 пин тенкӗрен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран. Ытти тӑхӑр професси конкурсӗпе суммӑсем 50 пин тенкӗрен 70 пин тенкӗ таран ӳсӗҫ. Пулӑшу памалли тепӗр икӗ мера та кӗртетпӗр – «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен тӑван сӑмахне аталантармалли чи лайӑх практикӑсем» тата «Чӑваш Ен ҫулталӑк советникӗ» ҫӗнӗ конкурссен кашни ҫӗнтерӳҫине 70-шер пин тенкӗ. Вӗрентекен – чи пӗлтерӗшлӗ профессисенчен пӗри. Пирӗн ачасен, республикӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ педагогсенчен нумай килет. Кашни кун вӗсем пирӗн ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, пултарулӑха уҫса пама, хӑйсене ӗненме, хӑйсен ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа педагогсене пулӑшасси – пирӗн ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри. Професси ӳсӗмӗ валли условисем туса пани, чи лайӑх специалистсен ҫитӗнӗвӗсене палӑртни тата вӗрентӳ тытӑмне аталантарма май паракан пуҫарусене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6