Хаклӑ вӗренекенсемпе студентсем! Хисеплӗ педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗ!

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 08:24 Просмотров: 148

Сире Пӗлӳ кунӗпе саламлатӑп! Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗтӗм ҫыннӑн уявӗ, кашни ҫемьере тенӗ пекех шкула ҫӳрекен ачасем, студентсемпе педагогсем пур-ҫке. Пӗрремӗш шӑнкӑрава шкула пуҫласа каякан ачасем уйрӑмах савӑнса кӗтеҫҫӗ – кӑҫал 11 пин ача пӗрремӗш класа каять. Вӗсене халиччен пӗлмен ҫӗнӗлӗхсем, кӑсӑк вӗренӳ тата шанчӑклӑ туссем кӗтчӗр. Шкултан вӗренсе тухакансене умри ҫула шанчӑклӑн суйласа илме сунатӑп. Студентсене – професси еннелле выртакан ҫулпа тимлӗн те хастарлӑн утма. Ҫакна асра тытӑр: пӗлӳ вӑл – сирӗн пуласлӑхӑрӑн ҫирӗп никӗсӗ.

Вӗрентекенсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Республикӑра 20 пин ытла педагог вӑй хурать. Шкулсем хальхи вӑхӑта юрӑхлӑ пулччӑр, сирӗн ӗҫ условийӗсем вара хӑтлӑланса пыччӑр тесе эпир хамӑртан килнине пӗтӗмпех тӑватпӑр. Тарӑн ӑсӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑршӑн тата ачасене чунтан юратнӑшӑн сире пурсӑра та пысӑк тав. Хаклӑ ашшӗ-амӑшӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ сире хӑвӑрӑн ачӑрсемшӗн мӑнаҫланма ытларах та ытларах майсем парнелетӗр.

Ҫак ҫул сирӗншӗн тулли те тухӑҫлӑ пултӑр! Ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫитӗнӳсем еннелле утма телейлӗ ҫул сире!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1