Пурнăç çулĕпе – 55 çул пĕрле

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 09:15 Просмотров: 34

Турайри Роза Порфирьевнăпа Иван Николаевич Николаевсем – хисеплĕ çынсем. Çакна тĕрлĕ ĕçпе çирĕплетме пулать, çынпа яланах кăмăллă тата пулăшма хатĕр.

Вĕсем çемье çавăрнăранпа кăçал сумлă 55 çул пулчĕ. Паллах, çак вăхăтра чашăк-тирĕк сас памасăрах пулман. «Килти сăмаха урама кăларман, урамрине киле кĕртмен», – терĕ Роза Порфирьевна. Иван Николаевич хăйĕн ĕç-хĕлне вырăнти Киров ячĕпе хисепленекен хуçалăхпа çыхăнтарнă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн автомеханикра ĕçленĕ. Мăшăрĕ Роза Порфирьевна Çĕрпÿри культпросвет училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илсен вăл Турайри библиотекăна ĕçлеме вырнаçнă. Мăшăр икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем иккĕшĕ те сывлăх сыхлав сферинче тăрăшаççĕ. Аслă хĕрĕ – Регина, васкавлă пулăшу фельдшерĕ куллен çынсем патне пулăшăва васкать. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина Шупашкар больницинче медсестра пулса ĕçлет. Асаттепе асеннен халĕ 3 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук. Аслисен пулăшăвсĕнĕвĕ çамрăксемшĕн те вырăнлă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6