Çирĕм çул суйлав ĕçĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 09:13 Просмотров: 29

Сăн ÿкерчĕкре Турай тăрăхĕнчи Çулав ялĕнче пурăнакан Татьяна Ухваринăна куратăр. Вăл – ялта питех те кирлĕ специалист, Турайри ветеринари участокĕн ветеринари врачĕ.

Çак территори пĕчĕк мар. Татьяна Ипполитовна 11 ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхса, сыватса тăрать, çавăн пекех вырăнти Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри выльăх сывлăхĕшĕн те вăл яваплă. Ял çынни çакна лайăх ăнланать, ялти выльăх тухтăрĕн кану кунĕ çук, çитменнине тата сĕнÿ-канаш ыйтса вĕсене каçхине те чăрмантаратпăр эпир.

Ку кăна-и? Татьяна Ипполитовна 2006 çултанпа вырăнти суйлав участокĕн комиссийĕнче тăрăшать. Малтан вăл комисси членĕ пулнă, халĕ чылай çул участокри комиссие ертсе пырать. – Шаннă ĕçе тĕрĕсех тума тăрăшатăп яланах. Турай участокĕ суйлав ирттерессипе лайăххисен шутĕнче пултăр тетĕп. Çынсем Конституци правипе усă курса суйлава хутшăнма тăрăшаççĕ. Çавăн пекех суйлавра харпăр хăйĕн сассине парасси – çыннăн гражданла тивĕçĕ те. Турай тăрăхне суйлав енĕпе хурлас килмест, пирĕн çынсем активлă.

Ку ĕçре пĕлмелли вара питĕ нумай, кашни цифра шайлашуллă пулмалла. Пĕр çĕрте тĕрĕс мар çырса ятăн пулсан, ытти çĕрти отчет тĕрĕс тухмасть. Тĕпрен илсен, суйлав ĕçĕн йĕрки малтанхи пекех. Сăнав ĕçĕпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине вара, малтанхипе танлаштарсан, çивĕчрех пăхма пуçларăмăр, – терĕ Татьяна Ухварина. Ĕç ĕçлекен çынна юратать, теççĕ халăхра. Ку сăмахсем ун пиркиех пулĕ. Çавăн пекех ăна 2016 çулта ял хуçалăх çыравне, 2020 çулта халăх çыравне хутшăнма шаннă. Ĕçлекен çын валли ĕçĕ тупăнсах тăрать. Çак тăрăшулăх тата яваплăх ачаранах никĕсленсе пынă унра. Шкулта чухнех вăл вĕренÿре те, класс тулашĕнчи ĕçре те аван ĕлкĕрсе пынă. Çĕмĕртлĕх Чемейре çуралнă вăл. Вĕренсе пĕтерсе ĕçлеме пуçласан çамрăк специалист «Сеятель» колхоз стипендиачĕ пулнă. Унăн тăрăшулăхĕ пирки татах та çырма пулать. Ĕçленине кура ырă ят илтсен тата хавхалантарăва тивĕçсен ытларах тăрăшма та кăмăл-туйăм çĕкленет. Ĕç çулĕсенче вăл тĕрлĕ ĕçре тĕрлĕ чыслава тивĕçнĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6