Уяр кунсемпе усă курмалла

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 08:54 Просмотров: 32

Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах, республикăра вырма вăй илсе пырать. Иртнĕ тунтикун тĕлне аграрисем акса ÿстернĕ культурăсен чĕрĕк пайне вырса кĕртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 242 пин тонна çĕнĕ тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă. Кунпа пĕрлех çĕр ĕçченĕ вăхăтра кĕрхи культурăсем акма хатĕрлессипе те тăрăшать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнесерен ирттерекен правительство планеркинче вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев республикăри хуçалăхсенче вырма епле пынипе паллаштарнă. Çапла вара çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕ 66 пин гектар çинчи тырă-пулăна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 36 центнертан иртет. Ултă муниципалитет округĕнче – Çĕрпÿ, Патăрьел, Вăрнар, Куславка, Хĕрлĕ Чутай тата Канаш – тырă-пулăна акнă лаптăкăн виççĕмĕш пайĕнчен пуçтарса кĕртме пултарнă.

«Кăçал валли аграрисене пулăшу пама пăхнине укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтернĕ. Енчен те хушма пулăшу кирлĕ пулсан, лару-тăрăва тĕплĕ тишкермелле. Çухатусем пулма пултарассине чакарма хушма йышăнусем тума пултаратпăр. Çанталăк условийĕсем ансат пулманни çĕнĕлĕхсене çул пама ыйтать. Çавăнпа та лару-тăрăва тăтăш тишкерсе тăмалла, кирлĕ пулсан оперативлă йышăнусем тумалла. Çу кунĕсем иртсе кайманнине шута илсе кашни уяр кунпа эффективлă усă курма тăрăшмалла», – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çумăрлă çанталăк уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата туллин туса пыма ирĕк памасть. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çумăрсем çывăх вăхăтра республика территорийĕпех пулмалла. Андрей Макушев каланинчен оперативлă штаб членĕсем вырма хăвăртлăхĕ пĕчĕк муниципалитетсене тăтăш тухĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашсах тăрĕç. Тырă вырнипе пĕрлех республикăра пахча çимĕç, çĕр улми, техника культурисем пуçтарса кĕртес ĕç те вăй илсе пырать. Кунпа пĕрлех хуçалăхсем çитес çур аки валли çĕртме сухи тăвассипе те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Çĕр ĕçченĕ умĕнче паян пĕр тĕллев тăрать – кашни уяр кунпа туллин усă курмалла. Çанталăк чăрмав кÿнине пăхмасăр, Муркаш округĕнче вырма тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ.

Тырă тата пăрçа йышши культурăсене тунтикуна 2673 гектар çинче çулнă. Вăл шутра – кĕрхи тулă 2385 гектар, кĕрхи ыраш – 265 гектар, урпа – 23 гектар. Хальлĕхе 9041 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи культурăсене акма 3229 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хальлĕхе 1145 тонна утă, 19740 тонна сенаж, 2045 тонна силос янтăланă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6