Килте консерва хатĕрлесси

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 14:44 Просмотров: 10

Паян тăварланă, маринадланă, пĕçернĕ темĕнле çимĕç те кашни магазинтах туянма пулать. Çавна пăхмасăрах ял çынни харпăр хăй аллипе хатĕрленĕ çимĕç тутлăрах та пахалăхлăрах пулнине палăртать. Анчах та хĕл валли улма-çырла, пахча çимĕç хатĕрлени сывлăхшăн усăллă пултăр тесен кил хуçин хăш-пĕр ансат сĕнÿсене асра тытмалла.

Кунта малтанах кирек мĕнле продуктăн та управ вăхăчĕ пуррине асра тытмалла. Çак тапхăр иртсен управа хунă çимĕçсем йÿçме, кăвакарма, кăмпаланма пуçлаççĕ. Пăсăлнă çимĕç нумай чухне чир-чĕр никĕсĕ пулса тăрать. Ял çыннисем паян килти условисенче хĕл валли пахча çимĕç, улма- çырла янтăласси, вĕсенчен компотварени хатĕрлесси вăй илсе пырать. Килти хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие нумай вăхăтлăха упрама çынсем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ: стерилизацилеççĕ, шăнтса хураççĕ, типĕтеççĕ, тăварлаççĕ, йÿçĕтеççĕ тата маринадлаççĕ.

Пахча çимĕçпе улма - çырлана упрасси

Пĕчĕк кислотноçлă пахча çимĕçе (хăяр, баклажан т. ыт. те) консервланă чухне усă куракан маринада рецепта пăхса уксус е лимон кислоти хушмалла. Пăсăлни палăракан пахча çимĕçе консервлама пачах сĕнÿ çук. Пахча çимĕçпе улма-çырлана малтанах лайăх тĕрĕслемелле, ун çинче япăхма пуçланă вырăнсем пулмалла мар. Хыççăн вĕсене çемçе щеткăпа çуса тасатмалла. Вĕсене хупма хатĕрленекен банкăсемпе вĕсен хупăлчисем тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Вĕсене вĕрилле (10-15 минутран кая мар) стерилизацилемелле.

Кăмпа хатĕрлесси

Татнă кăмпана тăварлама е маринадлама пуçличчен питĕ тимлĕ пăхса тухăр. Ватă, пăсăлнă, хуртлă тата палламан кăмпасемпе усă курма сĕнÿ çук. Татнă кăмпана малтан тăпраран, çÿп-çапран, çĕрĕкрен тасатăр та сивĕ шывпа çăвăр. Хыççăн çеç кăмпана управа хатĕрлеме пуçлама юрать. Кăмпана технологие пăхăнса тăварлани консервланинчен лайăхрах пулнине палăртса хăваратăп. Çÿлерех асăннă йĕркене çирĕп пăхăнмасан, ботулизм чирĕпе чирлес хăрушлăх кун йĕркине тухать. Ăна кун йĕркине кăларакан палочкăсем нерв системине сăтăр тăваççĕ. Вĕсем кислород çук условисенче те пурăнайраççĕ. Çавăнпа та кăмпана консервлассине тăварлассипе улăштарсан вырăнлăрах пулнине манмалли çук. Кун пек чухне вăл ытларах та упранайрать. Çакна та манса каймалли çук: кашни продуктăн хăйĕн управ вăхăчĕ пур. Çавăнпа та килте консервланă продуктсене палламан çынсенчен туянма тăхтăр. Харпăр хăй консервланă чухне технологие çирĕп пăхăнăр, тăварпа уксус çителĕклĕ пулччăр. Вăй чакса кайсан, пуç ыратма пуçласан, çăвар типсен, ăш пăтрансан, куç вăйĕ чаксан, апат çăтма йывăрлансан пĕр тăхтаса тăмасăр çывăхри сывлăх хуралçипе çыхăнăр.

В. КУТОРКИНА, «Чăваш Республикин эпидемиологипе гигиена центрĕ» ФБУЗăн фельдшер-лаборанчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6