Кĕрекере те кĕркунне

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 14:14 Просмотров: 14

Алăкран кĕркунне шаккать. Çавна шута илсе ял çынни кĕрхи ĕçсене кÿлĕнчĕ. Нумай килти хушма хуçалăхра, пиçнĕ çырласенчен варени-компот хатĕрленĕ май, вăхăт çитнипе ыхрапа сухана та кăларса типĕтме хучĕç. Ĕç йĕркине пĕлекен ял çынни çĕр улми те кăларма хатĕрленет. Анчах кашнин хăйĕн вăхăчĕ. Тĕн йĕркипе паян – Иисус Христос çĕнелсе улшăннă кун (Преображение Господне). Халăх календарĕпе – Пан улми спасĕ. Çакна шута илсе паян хаçат вулакансене Ирина ШАДРИНА поварăн хăш-пĕр тутлă рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Пиçсе çитнĕ пан улми – кĕркуннен пĕр палли. Пан улми спасĕнчеь Турра ĕненекенсем унăн малтанхи тухăçне чиркĕве илсе кайса çветить тунă. Унтан таврăнсан асаннесен рецепчĕсемпе пан улмирен ĕçме-çиме хатĕрленĕ.

Шарлотка

Шарлоткăн нумай енлĕ тĕсĕнчен пан улмипе апельсин шарлотки çинче чарăнса тăрар. Ку продуктсем паян кашни пахчара-магазинтах пур.

КИРЛĔ ПУЛАÇÇĔ: услам çу 100 г, икĕ çăмарта, пĕр чей кашăкĕ кăпăшкалантаракан продукт (разрыхлитель), 80 г сахăр, 300 г çăнăх, 50 г кокос тĕпренчĕкĕ, 3 вăтам пан улми, пĕр апельсин, пĕр апат кашăкĕ сахăр çăнăхĕ.

ХАТĔРЛЕССИ. Çăмартасене сахăрпа лайăх пăтратмалла та ирĕлтернĕ услам çупа кокос тĕпренчĕкĕ хушмалла. Хатĕр продукта ирĕлтернĕ услам çупа кокос тĕпренчĕкĕ ярса лайăх кăна çăрăр. Чустана алăсемпе ятарлă формăсене ярса тухăр, çиеле хуппине сÿнĕ, тăваткал каснă пан улми тата апельсинăн шалти пĕр пайне хурăр. Çиелтен сахăр çăнăхĕ сапăр. Шарлоткăна 180 градус вĕри духовкăра çур сехет тытмалла. Уяв апачĕ тутлă пултăр!

Пан улм и кукăлĕ

Епле уяв-ха вăл кукăльсĕр? Пан улми спасĕнче вара сĕтел çинче пан улмипе усă курса хатĕрленĕ кукăль пулмаллах. Ăна пĕçерме ытларах пан улми каять пулсан та, ăста поварсем ытларах тутă кĕртме лимон ăшне тата сокне хушаççĕ.

КИРЛĔ ПУЛАÇÇĔ: 4 çăмарта, 160 г сахăр, 100 грамм тулă çăнăхĕ, 100 мл сĕт, 50 г услам çу, пĕр лимон, 50 г мăйăр, 1,5 кг пан улми, 2 апат кашăкĕ тип çу, пĕр чей кашăкĕ кăпăшкалантаракан продукт (разрыхлитель).

ХАТĔРЛЕССИ. Виçĕ çăмартана сахăрпа хутăштарса лайăх çеç пăтратмалла. Унта сĕтпе тип çу хушмалла та каллех лайăххăн хутăштармалла. Аланă шурă çăнăхпа к ă п ă ш к а л а н та р а к а н продукта хушса пĕр йышши масса пуличчен çăрмалла. Вăл икерчĕ пĕçермелли чуста пек пулмалла. Пан улмине хуппинчен тата вăрринчен тасатăр та çÿхен турăр. Вĕсем патне пĕр лимон ăшне тата сокне хушăр. Вĕсене хатĕр чустапа хутăштарăр та кукăль пĕçермелли формăсене тултарса хурăр. Пергаментпа витнĕскере 190 градусра 30 минут пĕçерĕр. Кукăль пиçнĕ вăхăтра ун çине сĕрмелли (заливка) хатĕрлĕр. Ăна валли юлнă çăмартана сахăрпа тата ирĕлтернĕ услам çупа хутăштарăр. Мăйăра шултран ваклăр. 30 минутран кукăле духовкăран кăларăр та заливкăпа витĕр. Ун çине мăйăр сапăр та кукăлне тепĕр 10 – 15 минутлăха духовкăна лартăр.Пиçнĕ кукăле сивĕтсе çийĕр.

Компот

Кĕр çитсен пахчари пан улмине кирек епле те çиме юрататпăр. Унран хатĕрленĕ компот вара тутлинчен ытларах усăллă пулнипе палăрса тăрать.

КИРЛĔ ПУЛАÇÇĔ: компота пĕрре ĕçмелĕх хатĕрлеме 1 кг пан улми, 3 литр шыв, 400 грамм сахăр песукĕ.

ХАТĔРЛЕССИ. Ăста кил хуçисем унта тĕрлĕрен çырла та хушаççĕ. Вĕсем хушшинче пĕр касăк лимон, апельсин е мандарин пулни те аван. Компот хатĕрлемелли пан улми хытă пулмалла. Кастрюльпе шыв вĕретме лартмалла, унта сахăр хушмалла. Вĕреме кĕрсен пан улми ямалла та татах 5 – 10 минут вĕретмелле. Компот хатĕр те.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6