«Мана шанни ĕçлеме хавхалантарать»

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 13:30 Просмотров: 20

Çапла калать Ильинка тăрăхĕнчи Ойкас ялĕнче пурăнакан Владимир Ильин. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, апла пулин те çивĕч-ха, Шашкар суйлав участокне ертсе пырать.

Суйлав ĕçĕнче Владимир Николаевич пысăк ăсталăх пухнă. Епле-ха унсăрăн, хăй каланă тăрăх, суйлав ĕçĕнче вăтăр çула яхăн тăрăшать. Паллах, çак ĕçрен каннă вăхăтсем те пулнă. Çавăнпа та унăн сĕнÿ-канашĕ ыттисемшĕн вырăнлă. Малтан ăна комисси членĕ пулма шаннă, каярах — пысăкрах должноç.

— Суйлав комиссийĕнче тăрăшакан кашни çыннăн ĕçĕ пысăк яваплăхлă. Пирĕн комисси ултă çынран тăрать. Ертÿçĕ вара суйлаври кашни самантшăн, вăл шутра çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн те яваплă. Пирĕн ĕç суйлав вăхăтĕнче кăна мар, вăл самай маларах пуçланать. Çакăнти кашни ĕçе тĕрĕс ăнланмалла. Пÿлĕме саккун ыйтнă пек хатĕрлесе çитермелле. Вĕренмелле, хатĕрленмелле, суйлава тĕрĕс ирттерсе бюллетеньсене вăхăтра тата çухатмасăр округа илсе çитермелле, — терĕ Владимир Николаевич.

Ответлă çынна — ответлă ĕç. Çавăн пекех вăл чылай çул староста ĕçне те пурнăçлать. Ĕçĕ вара чăн та нумай, сварка тумалла, сантехника вырнаçтармалла, электроçутă тата ытти енĕпе те ĕçлемелле. Владимир Николаевич çынсене те пулăшма тăрăшать. Çавăн пекех ветеран техникăпа кăсăкланать, май пур чухне алла вăлта тытать, сывлăха çирĕплетесси пирки те манмасть. Унăн ĕç ĕмĕрĕ руль умĕнче иртнĕ, «Хлебороб», «Волга» хуçалăхсенче, вырăнти администрацире водительте ĕçленĕ. Çапла ĕçлесе пенси çине тухма та вăхăт çитнĕ.

«Суйлава хутшăнасси кашни çыннăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Çĕршыв пуласлăхĕ, аталанăвĕ эпир тĕрĕс суйлав тунинчен килет. Мансăрах суйлаççĕ тесе лармалла мар. Палăртнă вăхăтра суйлав участокĕсене çитмелле», — терĕ вăл пурне те суйлава активлă хутшăнма чĕнсе. Суйлав ĕçне вырăнти участокра кирлĕ шайра туса пынăшăн Владимир Ильин федерацин тĕп суйлав комиссийĕн чыславне те тивĕçнĕ, ытти шайри наградăпа та чысланă ăна. Староста тăрăшулăхне те тимлĕхсĕр хăварман. Çавăн пек хастар çынсем пур пирĕн хушăра.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6