Кашни проект халăх суйлавĕ витĕр тухнă

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 13:22 Просмотров: 18

Муркаш территори пайĕнче кăçал тăватă проект пурнăçланмалла. Вăл шутран инфраструктурăн икĕ объектĕнче ĕç вĕçленнĕ. Муркашри Колхозная урамри шыв башнипе скважинине тата Малиновка ялĕнчи скважинăна юсанă. Халĕ специалистсем ĕç пурнăçланине тата подрядчиксене ĕçшĕн тÿлессине хаклаççĕ.

Çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Муркашри Колхозная, Новая Колхозная, Фронтовая, Красноармейская урамсенчи шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсаса çитермелле. Тепĕр ĕç – Çĕньял Муркаш ялĕнче çăва патне каймалли çула юсасси. Çак ĕçсене подрядчик мĕнле пурнăçланине те вырăнти администраци кулленхи контрольте тытать. Çак проектсен контракчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 18 883 329 тенкĕпе танлашать. Вырăнти çынсен тÿпи – 1 888 332 тенкĕ. «Кашни проект халăх суйлавĕ витĕр тухнă, кашни тенкĕне кирлĕ ĕçе янă», – тет территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов. Ĕçсем çапла пĕрле пулнипе пурнăçланса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6