44 депутат вырӑнне – 315 кандидат

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 10:49 Просмотров: 18

Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗ Патшалӑх Канашне суйланакан кандидатсен шутне пӗлтернӗ.

Чӑваш Республикин саккӑрмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен кандидачӗсене регистрацилесси вӗҫленнӗ. 315 кандидат 44 депутат вырӑнне тивӗҫессишӗн кӗрешет. Вӗсенчен ҫуррине парти списокӗсемпе суйлаҫҫӗ, тепӗр ҫуррине – пӗр мандатлӑ округсемпе. Пӗрлехи суйлав округӗпе ултӑ партирен 188 кандидата регистрациленӗ: «ЕДИНАЯ РОССИЯ» – 44, «НОВЫЕ ЛЮДИ» – 43, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» – 28, КПРФ – 26, «ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ» – 26, ЛДПР – 21. Кандидатсене тӑратнӑ тапхӑрта списоксене 190 кандидат кӗнӗ, анчах иккӗшне регистрациличчен кӑларнӑ.

Пӗр мандатлӑ 22 суйлав округӗпе 127 кандидата регистрациленӗ: «ЕДИНАЯ РОССИЯ» тата «НОВЫЕ ЛЮДИ» – 22-шер, КПРФ, ЛДПР тата «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» – 21-шер, «ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ» – 20. Пурӗ 129 ҫынна тӑратнӑ, иккӗшӗ регистраци тӑвиччен кандидат статусне ҫухатнӑ. Округсемпе вӑтамран пӗр мандата тивӗҫессишӗн 6 ҫынна яхӑн кӗрешӗве тухать.

Чӑвашинформ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6