Ялсенче 570 проект пурнӑҫланӑм

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 10:47 Просмотров: 18

«Ниме – Халӑх бюджечӗ» программӑна пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Эрнесерен иртекен планеркӑра ӑна мӗнле пурнӑҫланине тата 2027 ҫулхи проектсене хатӗрлессине сӳтсе явнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьсенче пӗлтернӗ.

Ял тӑрӑхӗсенче 570 объекта хута янӑ та ӗнтӗ – пӗтӗмӗшле хисепӗн виҫҫӗмӗш пайӗнчен ытларах. Тата 982 площадкӑра строительство тата юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хуласенче 85 проект пурнӑҫланӑ. Пуринчен ытла – Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта. 100 ытла объект хатӗрри 70 процентран иртет. Унпа пӗрлех ҫитес ҫул валли проектсем хатӗрлеҫҫӗ. Хуласемпе округсенче пурӑнакансемпе 2 пин ытла тӗл пулу ирттернӗ ӗнтӗ. Проектсене памалли вӑхӑта сентябрӗн 1-мӗшӗччен тӑснӑ. Ҫакӑ кирлӗ процедурӑсене вӗҫлеме, документсемпе алӑ пуснисене пухма май парать. Сентябрӗн 1-мӗшӗччен муниципалитетсен проектсем требованисене тивӗҫтернине тӗрӗслемелле, вӗсене кирлӗ пек йӗркелемелле. Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 2-мӗшӗччен ҫынсем «Чувашия онлайн» сайтра чи лайӑх пуҫарусене суйлама пултарӗҫ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6