Аслисем ачасемшĕн ответлă

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 10:18 Просмотров: 181

Пирĕн пурнăçри ырă улшăнусем хамăр ачасен сывлăхне сыхлассипе, вĕсен пурнăçне вăрăмрах тăвассипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те çыхăннă. Çакă халăх хушшинчи ăнланулăх ÿснипе пĕрлех саккунсем çирĕпленнине те кăтартса парать. 2026 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывра Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни пирки калакан Кодексра çĕнĕлĕхсем ĕçлеме пуçланă. Çакăн пирки прокуратура пĕлтерет.

Çĕнĕлĕхсем çул çитмен çамрăксене эрех-сăрапа е ытти психотроплă хатĕрсемпе туслаштарнăшăн çирĕпрех ответ тыттарассипе çыхăннă. Уйрăм граждансене çакăнти йĕркене пăснăшăн саккун малашне çакнашкал ответ тыттарма пăхать – унчченхи 1500 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таранхи яваплăх вырăнне малашне 5000 тенкĕрен пуçласа 10000 тенкĕ таран. Асăннă йĕркене пăснăшăнах должноçри çынсене – 20000 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран (унчченхи айăплав виçи 5000 тенкĕрен пуçласа 10000 тенкĕ таран пулнă). Çав вăхăтрах РФ КоАПĕн 6.10 статья норми улшăнмасăрах юлнă. Унта эрех-сăрапа туслаштарма-хăналама тăрăшнине çирĕп палăртнă. Кунта вăл çамрăксене эрех-сăрапа хăналани çеç мар, çавна тума сĕнни-хистени те, вăл усăллă пуласси пирки улталаса астарни те, хăратни те, вăйпа ĕçтерни те кĕрет. Çул çитмен çамрăк ĕçме килĕшнĕ самант право йĕркине пăсни пулать. Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен ăнлантарăвĕнче аслисем ачасем тĕлĕшпе çапла туни çамрăк ăрăвăн аталанăвĕ тĕлĕшпе сиен кÿни тесе танлаштараççĕ. Çавăнпа та çамрăксемпе ĕçленĕ чухне аслисен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Манмалли çук, йĕркене пăснă хăш-пĕр тĕслĕхсемшĕн административлă майпа ответ тыттарнисĕр пуçне уголовлă айăплав та пăхнă. РФ УК 151 статйинче çул çитмен çамрăка эрехпе туслаштарнăшăн тата тăтăш ĕçтернĕшĕн ятарлă айăплав та пур. Çакăнта çамрăка воспитани паракан ашшĕ-амăшĕ, педагог е çамрăка пăхса тăракан хутшăнсан тата кунти йĕркене интернет урлă пăсма хистесен, айăплав татах çирĕпленет. Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни пирки калакан Кодексра эрех-сăра ĕçнишĕн айăплассипе çĕнĕлĕхсем ĕçлеме пуçланă май, ашшĕ-амăшĕн е аслă ÿсĕмри ытти çыннăн хăйсем тĕлĕшпе яваплăха палăрмаллах ÿстерме тивет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6