Сăн ÿкерчĕкре куракан Валентинăпа Владимир Калининсене нумаях пулмасть «Юратупа шанчăклăх» медальпе чысларĕç. Хисеплĕ мăшăр Оринин территори пайĕнче пурăнать. 37 çул каялла мăшăрланса пĕр çемье çавăрнă вĕсем.
Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Владимир Аркадьевича «Восток» хуçалăха ертсе пыма шаннă. Тăрăшулăхне кура ăна районти ял хуçалăх управленине ертсе пыма, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулса ĕçлеме чĕннĕ. Ун хыççăн Муркашри сĕт-çу заводне, техника инвентаризацийĕн бюровне ертсе пынă вăл. Владимир Аркадьевич халĕ ял хуçалăхсене ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хими препарачĕсемпе тивĕçтерет.
Мăшăрĕ Валентина Валериановна учитель профессине алла илсен Орининти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме тытăннă. Çак ĕçре вăл 34 çул ытла тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем районта, республикăра тата пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ, призер йышне кĕреççĕ. Тăрăшулăхне кура хастар учителе тĕрлĕ наградăпа чысланă. Валентинăпа Владимир Калининсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ – врач-стоматолог, ывăлĕ – энергетик. Калининсене 3 мăнук савăнтарать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
