Вăрçă ветеранĕсене асăнса

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 10:11 Просмотров: 457

«Иртнисӗр пуласлӑх ҫук» – ҫак сӑмахӑн тӗрӗслӗхне пурте пӗлеҫҫӗ. Хӑйсен ял ҫыннисен историне Калмӑккасси ялӗнче пурӑнакансем те ӗмӗрлӗхе асра хӑварма шут тытнӑ.

Пӗлтӗр, «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 2026 ҫулхи проектсене палӑртас кампани пуҫлансан, ял ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ентешсене асӑнса палӑк-мемориал лартма шутланӑ. Шухӑшланине республика пулӑшнипе тата ҫынсем хӑйсен тӳпине хывнипе пурнӑҫа кӗртрӗҫ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 553,4 пин тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутран:

- республика бюджечӗ – 315,4 пин тенкӗ,

- вырӑнти бюджет – 182,6 пин тенкӗ,

- халӑх укҫи-тенки – 55,4 пин тенкӗ.

Ҫак ялтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче фронта 24 ҫын тухса кайнӑ, вунҫиччӗшӗ ҫеҫ каялла таврӑннӑ. Паян вӗсем пирӗнпе юнашар ҫук ӗнтӗ. Ҫӗнӗ палӑк-мемориал ҫӗнтерӳҫӗ салтаксем пирӗн чӗресенче упраннине ялан аса илтерӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1