Салтак ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 10:05 Просмотров: 181

Мӑн Сӗнтӗр территори пайӗнчи Кӑмӑркасси ялӗнче чуна хумхантаракан ӗҫ пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Ниме – Халӑх бюджечӗ» проекчӗпе кунта пӗве тасатнӑ. Ку территорие тирпей-илем кӗртни кӑна мар, тӑван ҫӗре юратнин тата паттӑрлӑхӑн чӑн-чӑн палӑкӗ пулса тӑнӑ.

Ҫак ырӑ ӗҫе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Сергей Ильин пуҫарса янӑ. Отпускра чухне вӑл проекта йӗркелеме пуҫӗпех кӗрсе кайнӑ. Хӑйӗн ентешӗсен шанчӑклӑ шыв ҫӑл куҫӗ пултӑр тесе пӗтӗм чунне хывнӑ. Шел те, шӑпа урӑхла килсе тухнӑ. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче Сергей пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫ хунӑ. Унӑн пурнӑҫӗ малти линире татӑлнӑ. Анчах вӑл килте пуҫланӑ ӗҫ чарӑнса ларман. Асӑну эстафетине салтакӑн шӑллӗ – Алексей Ильин – йышӑннӑ. Вӑл Сергей пуҫарӑвне вӗҫне ҫитерес тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тунӑ. Акӑ ӗмӗт пурнӑҫланнӑ. Халӗ ҫак пӗве паттӑр ентеше аса илтерсе тӑрӗ.

Проекта пурнӑҫа кӗртме ҫапла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ:

- республика бюджетӗнчен 757486 тенкӗ,

- Муркаш округӗн вырӑнти бюджетӗнчен 378 пин тенкӗ,

- ҫынсем хӑйсем 126,2 пин тенкӗ пухнӑ.

Пӗве яланах таса шывпа тулли пултӑр. Пирӗн хӳтӗлевҫӗн Сергей Ильинӑн чунӗ вара хӑй пуҫланӑ ӗҫе пӑхса тӳпере савӑнтӑр. Эпир хамӑр паттӑрсене асра тытса, вӗсен пуҫарӑвӗсене малалла тӑсатпӑр пулсан – вӗсем ялан чӗрӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6