Тулă пуссине «хир карапĕсем» тухрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 10:03 Просмотров: 183

Округри тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсене хатĕрленесси вĕçленсе пырать. Çапла вара умрачи хĕрÿ ĕç çи. Иртнĕ тунтикун, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче 5 «хир карапĕ» вырмана тухрĕ, кĕрхи тулăн пĕрремĕш гектарĕсене вырса кĕртрĕ.

Черетлĕ вырмана Андрей Архипов тытса пыракан нумаях пулмасть туяннă «Акрос-595» комбайн пуçларĕ. Андрей Юрьевич кăçал 16-мĕш вырмана хутшăнать. Хуçалăхри комбайнерсем вырмана пĕр çын пек хатĕрленнине, пурне те пĕрешкел ĕç условийĕсем туса панине палăртрĕ комбайнер. «Пурте пĕр тĕллевлĕ вăй хурсан вырма тапхăрне ытлашши тăсса ямăпăр», – терĕ вăл муниципалитет округĕн пуçлăхне Александр Иванова вырмана хутшăнакан 5 комбайнерпа 5 водителĕн пĕрлехи шухăшне пĕлтерсе. Анаткассисен ырă пуçарăвĕ çывăх вăхăтра округĕпех сарăласса палăртрĕ округри ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Вера Онькова. Вăл каланă тăрăх, кăçал округри çĕр ĕçченĕн пĕтĕмпе 13207 гектар çинчен тырă вырса кĕртмелле. Вĕсенчен 5144 гектарĕ – кĕрхи культурăсем. Вырмана хутшăнма округĕпе 57 «хир карапне» хатĕрлесе çитернĕ. Суворов яч. хис. производство кооперативĕн ертÿçи Алексей Воробьев пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх ĕçченĕсен кăçалхи вырмара пĕтĕмпе (Етĕрне округĕнчи çĕрсемпе пĕрле) 1415 гектар (911 гектарĕ – хамăр округра) кĕрхи культурăсем вырса илмелле. Çуртрисем тата 674 гектар йышăнаççĕ. Гербицидпа вăхăтра ĕçленĕрен тырă-пулă пусси паян çумсăр пулни пурне те пысăк тухăç шантарать.

– Тухăçĕ пирки куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна кĕлете пуçтарса кĕртсен калаçăпăр. Пурте пĕр çын пек тăрăшсан кунта пит хĕретмелле пулмалла мар тесе шутлатăп, – «хир карапĕсем» черетпе иртнине сăнаса калаçрĕ кооператив ертÿçи Алексей Воробьев вырма ирттерме пурте хатĕррине палăртса. Кăçалхи вырмана округра пуринчен малтан пуçланă кооператив механизаторĕсемпе водителĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов саламларĕ, тирпейлĕ ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6