Ҫырла фестивалӗ

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 09:05 Просмотров: 190

Августӑн 1 – 2-мӗшӗсенче Чӑваш Республики каллех пахчаҫӑсем, фермерсем, ландшафт дизайнерӗсем, производительсем, отрасль эксперчӗсем тата ҫут ҫанталӑка, сада тата ҫемье канӑвне юратакансем тӗл пулмалли вырӑн пулса тӑрӗ. Кӑҫал фестиваль тӑваттӑмӗш хут иртӗ ӗнтӗ, гастрономие, сад ӗрчетессине, ҫырла ӳстерессине, вӗрентӗве, агротуризма тата ҫемье программине пӗрлештерӗ.

Фестивалӗн пӗр площадки пӗрремӗш хут «Пехет» агромаркет – ҫӗнӗ форматлӑ хальхи хула уҫлӑхӗ пулӗ. Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ уяв, гастрономи тата ӗҫлӗ программӑсене пӗрлештерӗ. Ӗҫ пайӗн тӗп пулӑмӗ – пахчаҫӑсем, фермерсем, питомник ӗрчетекенсем, ландшафт дизайнерӗсем тата отрасль представителӗсем валли уҫӑ форум. Экспертсем сад тата ҫырла ӳстерес ӗҫ аталанӑвӗн хальхи туртӑмӗсене сӳтсе явӗҫ, практика кейсӗсемпе паллаштарӗҫ, хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ. Форум фестивалӗн икӗ кунлӑх вӗренӳ программине уҫӗ, вӑл августӑн 2-мӗшӗнче «Ивушка» ӳсен-тӑран питомникӗн территорийӗнче практика семинарӗсемпе, мастер-классемпе тата экскурсисемпе тӑсӑлӗ. Спикерсен шутӗнче – федераци тата тӗнче шайӗнчи экспертсем. Ӗҫлӗ тата вӗренӳ программисӗр пуҫне августӑн 1-мӗшӗнче хӑнасене пуян концерт тата кану программи кӗтет. Август уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фестиваль Чӑваш Республикинчи декоративлӑ тата улма-ҫырла йывӑҫҫисен чи пысӑк «Ивушка» питомникӗнче малалла тӑсӑлӗ. Иккӗмӗш кун практика вӗрентӗвне, опытпа паллашассине тата сад ӗрчетес тата ҫырла ӳстерес ӗҫри хальхи технологисемпе паллашассине халаллӗҫ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6