Хӑмла фестивалӗ

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 09:02 Просмотров: 192

«Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ – 2026» юбилей фестивалӗ хӑмла ӗрчетес ӗҫре отраслӗн ҫӗнӗ стандарчӗсене вӑя кӗртет.

Чӑваш Республикин Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов июлӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 1-мӗшӗччен Шупашкарти Юханшыв портӗнче пыракан «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» V фестивале старт панӑ. 2022 ҫулта никӗсленнӗ фестиваль хӑвӑрт чапа тухнӑ: пӗрремӗш ҫулта 18 пин ҫынран пуҫласа иртнӗ сезонра 50 пин ҫын таран хутшӑннӑ. 2026 ҫулта хӑнасем кая мар пулаҫҫӗ. Юбилей ҫулӗнче лаптӑка Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗн стилистикипе илемлетнӗ. Фестивале тӗрлӗ регионтан – Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Самарӑран, Ульяновскран, Пензӑран, Ярославльтен, Чулхуларан, Барнаултан, Набережные Челныран, Йошкар-Оларан тата Беларуҫ Республикинчен – пурӗ 28 производитель хутшӑнать. Унсӑр пуҫне хӑнасене 35 общепит точкипе 6 фермер хуҫалӑхӗнчен гастрономи тӗрлӗлӗхӗ, ҫавӑн пекех 6 халӑх промыслин изделийӗ кӗтет. Кашни кун – артистсен саламӗ. Анчах фестивальте чи кирли – ӗҫлӗ программа. «Раҫҫей хӑмли» конференци 150 ытла профильлӗ специалиста пухӗ. Программӑра – икӗ тематика сессийӗ. Пӗрремӗшне хӑмла ӳстерес ӗҫе аталантармалли стратегие пурнӑҫа кӗртессине тата ҫӗнӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерессине халалланӑ. Иккӗмӗш сесси индустрин ҫивӗч ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗх уйӑрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6