Инкекре пулăшрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 11:07 Просмотров: 435

Инкек куçа курăнса килмест. Пирĕнпе те çапла пулса тухрĕ. Иртнĕ çуркунне Çатракассинчи килти хушма хуçалăхра тухнă пушарта хамăр вăйпа тунă пурăнмалли çуртпа хушма хуралтăсем кĕлленчĕç. Çак йывăр хуйхăна чăтса ирттерме çăмăл пулмарĕ. Юрать пулăшу алли тăсса паракансем нумаййăн пулчĕç.

Паян вĕсене пурне те «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат урлă çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пулăшассинчен катара юлманнисем сахаллăн мар. Вĕсем: Çатракасси территори пайĕн тĕп усадьбинче пурăнакансем, пус-килсем, тăвансем, ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» кооперативпа унăн ертÿçи Леонид Петров, Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина, округ администрацийĕпе унăн социаллă хÿтлĕх пайĕ, Муркашри пушар хуралĕн 37-мĕш номерлĕ чаçĕ, Кашмашпа Çатракасси тата Шетмĕпуç шкулĕсен коллективĕсем, округри биологипе хими предмечĕсене вĕрентекенсем, шкултан маларах çулсенче вĕренсе тухнисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, Кашмашпа Çатракассинче, Çĕньял Хуракассипе Ятманта, Шупуçпа Очăкассинче пурăнакансем, Çатракассинчи Валерий Ивановпа Владимир Шилов хăй тĕллĕн ĕçлекен уйрăм предпринимательсем çын хуйхине ăнланса пĕр чăмăра пухăнса пулăшнипе эпир хамăрăн пурăнмалли çурта юсаса иртнĕ кунсенче унта пурăнма кĕтĕмĕр. Пулăшу алли тăсса паракансем паян та çук мар. Эсир çынна хĕрхеннĕшĕн Турри сире ялан пулăшса пытăр! Пĕрлехи тăрăшулăхпа иртнĕ кунсенче строительствăпа юсав ĕçĕсене вĕçлесе, пÿрте çут çанталăк газĕ кĕртсе, унта пурăнма пуçларăмăр. Вăхăтра пулăшу алли тăсса панисене тепĕр хут пурне те тав тăватпăр. Эсир ырă туни сирĕн патăра та ырăпах таврăнтăрччĕ.

Васильевсен çемйи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6