Усăлли юнашарах

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 11:02 Просмотров: 464

Çу кунĕсем шăрăх çанталăксăр пулманни кашниншĕнех паллă. Вăл нумай çын çине хăйне евĕр витĕм кÿрет. Çавăнпа та шăрăх кунсенче пурне те çакна асра тытма сĕнетĕп.

1. Эсир шăрăх çанталăкра юн пусăмĕ вылянипе аптăратăр пулсан, ун пек кунсенче тăварлă апат-çимĕç сахалрах çимелле. Тăвар организмри шыва тытса тăрать. Апат-çимĕç рационĕнчи тăвара 1 грамм чакарсан та юн пусăмĕ йĕркеленет.

2. Ăш хыпнине кĕске вăхăтра чакарас тесен çак мелпе усă курса пăхăр: лимон сĕткенне стакана пăчăртаса кăларăр та ăшă шывпа хутăштарса васкамасăр ĕçĕр.

3. Шăрăх кунсенче сивĕ шыв нумай ĕçме тăхтăр. Ун вырăнне ăшă шыв е пÿлĕм температурипе танлашаканнине ĕçсен лайăхрах пулнине шута илĕр. Шăрăх çанталăкра кунне 2 - 3 литртан кая мар шыв ĕçни лайăх шутланать.

4. Килте хатĕрленĕ квас алă айĕнче пултăр. Ăна валли хуппине тасатнă хĕрлĕ кăшмана 1 литр шывра пĕçермелле. Унтан шĕвеке юхтарса илмелле те пĕр ывăç чухлĕ туранă ревень туни хушмалла. 2 кашăк пыла хура хурлăханăн нимĕрленĕ 3 - 4 кашăк çырлипе тата 5 - 6 хурлăхан çулçипе хутăштарса банкăна ямалла. Унта çăкăр касăкĕ тата 2 литр шыв хушмалла. Квас пулса çитиччен кĕтмелле. Ăна тутанса пăхсан çеç конкретлă пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6