Шăрăхра мĕнле апатланмалла?

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 11:00 Просмотров: 433

Çанталăк выляса тăнине пăхмасăрах, юлашки кунсенче пирĕн тăрăхра шăрăх çу кунĕсем ытларах хуçаланма пуçларĕç. Ку вара паян пирĕнтен кашнинченех пысăк тимлĕх ыйтать. «Çакна ăнланакансене шăрăх кунсенчи кулленхи апатланура çуллă тата пылак апат-çимĕçрен пăрăнма сĕнетĕп, мĕншĕн тесен асăннă продуктсем организмри шыв виçине сахаллатаççĕ», – тесе ăнлантарать хаçат вулакансене медицина наукисен кандидачĕ Валерий ЛИТВИНОВ.

Специалист шухăшĕпе çак тапхăрта çынсен апатланура ытларах пахча çимĕçпе, тăпăрчăпа, çуллă мар пулăпа тата чăх-чĕп какайĕпе усă курма тăрăшмалла. Ку çула суйласа илни сире çуллахи шăрăх кунсене питĕ тÿсĕмлĕ чăтса ирттерме пулăшĕ. Çинĕ апата ирĕлтерни тÿрремĕнех ÿт температури çинче палăрать: апат мĕн чухлĕ йывăртарах шутланать, организм ăна ирĕлтерме ытларах энерги тăкаклать. Çапла вара ăна кура кĕлеткери органсен температури ÿсет. Çакна шута илсе çуллă çимĕç пĕвер ĕçĕ умне йывăрлăх кăларса тăратать, юн куçассине хăвăртлатать, кĕлетке температурине 0,5 – 1 градус пысăклатать. Кунпа пĕрлех фруктозăпа пуян пылак продуктсем унăн организмри виçи çине витĕм кÿреççĕ. Сахăра кĕлеткерен кăларма организмри шыв кирлĕ. Шăпах çакă организм шывсăрланасси патне илсе çитерет те. «Çакнашкал лару-тăрăва çын организмĕ сисмесĕр юлма пултараймасть. Пĕтĕмлетÿ: çыннăн кĕлетке температури ÿсет, ăна ыйхă пусать, вăл тарлама пуçлать», – пĕтĕмлетет тухтăр. Унăн сĕнĕвĕсемпе шăрăх кунсенче апатланассине нумайлатмалла: кашни 2– 3 сехетре пĕчĕк порцисемпе апатланма тăрăшмалла. Апатланура шыв нумайрах тата калори пĕчĕкрех продуктсемпе усă курасси малти вырăнта пулмалла: хăяр, помидор, салат, кабачок т. ыт. те. Белоксен çăл куçĕ çуллă мар пулă, тăпăрчă, йогурт, тирсĕр чăх какайĕ пулма пултарнине шута илĕр.

– Апатланура шаритленĕ, тĕтĕмленĕ тата пылак çимĕçсемпе, газ шывĕпе усă курассинчен пăрăнмалла, – хушнă вăл маларах калани çумне.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6