80 ҫула ҫитнӗ ватӑсен пенсийӗ ӳсет

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 10:50 Просмотров: 432

Чӑваш Енре пурӑнакан 80 ҫултан аслӑрах 35,6 пин ҫын пысӑк виҫепе пенси илет.

Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 80 ҫула ҫитнӗ ватӑсен пенсийӗн тӳлев виҫине заявлени ҫырмасӑр икӗ хут ӳстерет, енчен те сусӑрлӑхшӑн тӳлев ӳсмелле мар пулсан. 2026 ҫулта пысӑк виҫепе палӑртнӑ тӳлеве 1223 пенсионер илме пуҫланӑ. Пенсие ватӑ çын 80 ҫула ҫитсен тепӗр хут шутлаҫҫӗ. Тӳлевсем ҫуралнӑ кун хыҫҫӑнхи тепӗр уйӑхран килме тытӑнӗҫ. Соцфонд уйрӑмне нимӗнле заявлени те памалла мар, хӑпартасси автоматла майпа пулать. Кӑҫал ватлӑхри страховани пенсийӗ ҫумне палӑртнӑ хушма тӳлев виҫи 9584,69 тенкӗпе танлашать. Пенсионер 80 ҫул тултарсан ку тӳлев икӗ хут ӳсет – уйӑхне 19169,38 тенкӗ таран. Ҫавӑн пекех ват ҫынна пӑхса тӑма уйӑхне 1413,86 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Палӑртнӑ тӳлев вӑл – страхлакан пенсин гарантиленӗ пайӗ. Унӑн суммине патшалӑх палӑртать, тӳленӗ страховани взносӗсен виҫинчен килмест. Палӑртнӑ тӳлеве ӳстерессине ватлӑхпа страховани пенсине илекенсенне кӑна палӑртаҫҫӗ. Ку инвалидлӑхпа е тӑрантаракана ҫухатнипе страховани пенсине илекенсене пырса тивмест. Пӗрремӗш ушкӑнри инвалидсен 80 ҫул хыҫҫӑн фиксированнӑй тӳлев икӗ хут ӳсмест. Мӗншӗн тесен вӗсене пысӑклатнӑ фиксированнӑй тӳлев тата пӑхмашкӑн паракан пособи тӳлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Тӗплӗнрех хӑвӑрӑн ыйтӑва пӗрлехи контакт-центр телефонӗпе татса пама пулать: 8(800)100-00-01 (шӑнкӑрав тӳлевсӗр).

Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6