Сăн ÿкерчĕкре ырă тĕслĕхри çынсене – хисеплĕ Галинăпа Иван Кабуркинсене – куратăр. Сумлă мăшăр Ильинка тăрăхĕнчи Куçкин ялĕнче пурăнать. Вĕсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 59 çул пĕрле утаççĕ.
– Сахал мар çак вăхăт. Пĕр-пĕрне ăнланма, юратма, каçарма пĕлмелле. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайламалла. Çамрăк çынсем мар эпир, нушине пайтах курнă. Анне кăнтăрлаччен тырă вырнă, унтан таврăнсан мана çуратнă. Çапла нушаланса ĕçлесе пурăннă ун чухне. Ачалăхĕ те, пурнăçĕ те самай тĕрĕсленĕ пире. Çапах та пуç усман, ĕçпе пиçĕхнĕ, çемье телейне те ĕçре тупнă эпир. 59 çул хушшинче вара мăшăра та çăмăлах пулмарĕ пулĕ мана ăнланса пурăнма. Апла пулин те хамăр телее алăран вĕçретмен, – терĕ вăл. Иван Ильич калаçăвĕ чăн та чĕренех пырса тиврĕ. Пурнăçĕ самай тĕрĕсленĕ ăна. Апла пулин те пуç усман, вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл ял хуçалăх институтĕнче зоотехник дипломне алла илнĕ. Ун хыççăн çамрăк специалист районти Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра инженер-зоотехникра ĕçленĕ. Çапах та вăл хăйĕн малашлăхне шкулта курнă, учитель пулма, ачасене пурнăç çулĕ çине тухма вĕрентме шухăшланă. 1965 çулта вăл физкультура урокĕсене ертсе пыма тытăннă. Ачасене спорта юратма вĕрентнĕ кăна мар, хăй пурнăç нушине самай курнăскер, вĕсене пурнăçра кирлĕ ĕç-хĕл пирки вĕрентнĕ. Пултарулăхне, ĕç патне чунпа туртăннине кура ăна шкула ертсе пыма шаннă. Коллективпа вăл пĕр чĕлхе тупнă, шкул аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Территорие хăт кĕртес ĕçсенче вăл ыттисемпе тан ĕçленĕ. Эпĕ ертÿçĕ тесе аякра тăман. Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллăпа, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ятпа тата тĕрлĕ Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Мăшăрĕ Галина Семеновна та вĕренÿ сферинче тăрăшнă. Вăл Чăваш педагогика институтĕнчи историпе филологи факультечĕн ют чĕлхесен уйрăмне пĕтернĕ, 36 çул ытла Ильинка шкулĕнче ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем республикăра тата ун тулашĕнче иртекен олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулнă. Пултарулăхне кура ăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕпе тата ытти наградăпа чысланă. Хисеплĕ мăшăр хĕрпе ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Марина хĕрĕ ашшĕ-амăш çулĕпе кайнă, биологипе хими учителĕн профессине алла илнĕ. Виктор ывăлĕ право йĕркине сыхлакан органта ĕçлет. Кабуркинсем халĕ тăватă мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
