Лина Кудряшова кĕтмен парне туса пачĕ. Пире, Ярославкăри Культура çуртĕнче хÿтлĕх сеткисем çыхакансене, ял уявне чĕнчĕ, уява уçнă чухне сцена çине тухма ыйтрĕ. Паллах, уява тухиччен малтан эпир сахал мар тăрăшрăмăр, юрă йĕркисене вĕрентĕмĕр. Лина Кудряшова сценарийĕ тăрăх пирĕнпе Юрий Усов художество пултарулăхĕн ертÿçи ĕçлерĕ.
Ярославка ял уявне эпир илемлĕ кĕпесемпе, шурă тĕрĕллĕ тутăрсемпе тухрăмăр. Тумсем пĕринчен тепри илемлĕрех. Уявра наци тумĕ, чăвашлăх курăнса тăтăр терĕмĕр. Пирĕн ушкăн чăннипех тивĕç пулчĕ çак уява хутшăнма. Çанталăка, кăмăл-туйăма пăхмасăр салтаксене пулăшма тăрăшатпăр эпир. Июлĕн 11-мĕшĕччен 200 сетка таран çыхса çитерес терĕмĕр. Шел, хальлĕхе ума лартнă ĕçе вĕçне çитереймерĕмĕр-ха, çак кунсенче пурнăçлатпăрах ăна. Çакна та палăртса хăварас килет, иртнĕ çулталăк хушшинче эпир 200 сетка çыхрăмăр, кăçал вара ăна çак кунсенче пурнăçлатпăр. Кашни сетка салтак пурнăçне çăлма, техникăна хÿтĕлеме пулăшать. Салтаксем тыла шанаççĕ. Уявра округ, республика шайĕнчи сумлă хăнасем пулчĕç, çакăнта пухăннисене саламларĕç, ял халăхĕн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне палăртрĕç. «Вĕлле хурчĕ, кăткă çемйи – çавăн пекех чăваш халăхĕ ĕçчен те туслă» текен каларăш пире те пырса тиврĕ. Уявра волонтерсен ушкăнне чысламасăр хăвармарĕç. Пире уяв сцени çине хăпартрĕç, кашнине саламласа Тав çырăвĕ парса чысларĕç. Волонтер ушкăнĕ ячĕпе Надежда Шадринăна сăмах пачĕç. Вăл ăшă сăмах каласа пурне те ыр кăмăллăх сĕтелĕ хушшине чĕнчĕ. «Обед для СВОих» терĕмĕр эпир ăна. Ыр кăмăллăх сĕтелне Дмитрий Карпов пуçарчĕ. Вăл «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕн вырăнти активисчĕсене йĕркелесе пырать. Уяв хăнисен, вырăнти çынсен кăмăлне тивĕçтерес тесе эпир ирех ĕçе пуçăнтăмăр, сĕтел çине хатĕрлерĕмĕр, тутлă çимĕçпе хăналарăмăр. Эпир тăрăшни ахаль пулмарĕ, 100 порцирен 24 пин тенкĕ пухма пултартăмăр эпир. Концерт лартакансем, ăмăртусене хутшăнакансем, хăнасем тата ыттисем сĕтел патне утрĕç. Вырăнти пуçлăх Николай Петров та аякра юлмарĕ, пуçару питех те вырăнлине палăртрĕ, тав туса хавхалантарчĕ. Ял уявĕ питĕ интереслĕ пулчĕ, час пĕтмерĕ вăл, вĕçĕнче вара тĕрлĕ конкурс, ăмăрту çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Маттуррисем хушшинче волонтер ушкăнĕнчи çынсем те пулчĕç. Валентина Карпова хăйсен урамĕнче «Ялти чи лайăх хуçалăх» номинацире 1-мĕш вырăнта пулчĕ. Евгения Васильевнăпа Вера Иванова чăваш сăри вĕретессипе чи пултаруллисем пулчĕç. Нина Семенова вара çулсеренех чăваш ташши-такмакĕпе савăнтарать, ку енĕпе чи пултарулли вăл. Маттурсем, хамăр тăрăхри çынсемпе чăннипех мухтанатпăр эпир.
Сăн ÿкерчĕкре: волонтерсен ушкăнĕ. Раиса КОЛЕСНИКОВА.
Август 2026 |
