Астăвăма çĕнетĕç

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 10:34 Просмотров: 343

Раççейри «Знание» пĕрлĕхĕн ашшĕ-амăш сообществисен пуçарулăх конкурсĕн виççĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республики çĕршывра лидер позицине йышăннă. Çĕршывĕпе конкурс комиссине 4359 заявка тăратнă, вăл шутра 395-шĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Чăваш Республикин Правительство ертÿçи Сергей Артамонов регионăн пысăк кăтартăвне палăртнă май, çавăн пек масштаблă конкурсра çĕнтерни – Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви, округсен администрацийĕн сотрудникĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсем, директор советникĕсем тата ашшĕ-амăш сообществи пĕрле килĕштерсе ĕçлени. «Ашшĕ-амăш пуçарулăхĕ республикăн пулас ăрăвĕ валли вĕренме тата воспитани пама меллĕ услови туса парассипе çыхăннă. Активлăх вырăнсенче «Знание» пĕрлĕх пулăшнипе проектсене куçса пырать. Чăваш Енти ашшĕ-амăш пуçарулăхĕ пĕтĕмпе 14,7 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ», – палăртнă Министрсен Кабинечĕн ертÿçи. Кăçал Чăваш Енте ку енĕпе – 18 çĕнтерÿçĕ. Вăл шутра пирĕн округран – Муркаш шкулĕ (977500 тенкĕ) тата Нискасси шкулĕ (1000000 тенкĕ). Эпĕ проект авторне – Нискасси шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекенне, вырăс чĕлхи тата литератури вĕрентекенне Олеся Дмитриевăна сăмах патăм. Вăл çапла каласа пачĕ:

– «Музей: перезагрузка» проекта Ольга Сютейкина ертсе пырать. Проектăн кураторĕ – шкулти музей кĕтесĕн ертÿçи Наталия Маркова. Пуçарулăх ушкăнĕнче çавăн пекех эпĕ тата Лина Кудряшова. Çар мухтавĕн шкулти музей кĕтесне 1983 çулта уçнă. «Музей: перезагрузка» проект гранчĕ пулăшнипе ăна çĕнĕлле ĕçлеме пуçлаттармалла пирĕн. Ачасем тата ашшĕ-амăшĕ пĕрле тăрăшнипе историе чĕртмелле. Кунта интерактивлă лаптăк пулмалла. Ахаль экскурси вырăнне çемье квесчĕсем ирттермелле, архива цифра мелĕпе йĕркелемелле, ветерансен аудиокалаçăвне кĕртмелле, «Ночь в музее» тата ытти мероприяти ирттермелле. Пĕрлехи тăрăшулăхпа историе çĕнĕлле йĕркелемелле. Грант пулăшăвĕпе музей витринисем, интерактивлă сĕтел, микрофон тата ытти оборудовани туянмалла. Проект шайĕнче 4 ăсталăх сехечĕ ирттермелле. «Çемье архивĕ» акци пулмалла. Çемье реликвийĕ цифра архивĕнче курăнмалла. «Музей: перезагрузка» проект истори астăвăмне упрассинче, патриотла воспитани парассинче шкул, çемье тата общественноç пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессипе ырă тĕслĕх пуласса шанас килет. Грант пулăшăвĕпе эпир ачасемпе ашшĕ-амăшĕн чун туртăмĕн кĕтесне йĕркелессе шанатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6