Кăçал округра «Ниме – Халăх бюджечĕ» пуçарулăх программипе 86 проект пурнăçланмалла. Округри объектсенчи ĕç валли пĕтĕмпе 300 млн та 700 пин тенкĕ кирлĕ. Республика бюджетĕнчен 171 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, вырăнти бюджетран – 99 млн тенкĕ, çынсенчен 30 млн тенкĕ пухнă.
Мĕнпур проектран 21-шĕ çул-йĕр юсассипе çыхăннă, пĕтĕмпе 23 км тăршшĕ. 22 проектпа 15 км шыв пăрăхĕсен çыхăнăвне тата шыв башнисене юсамалла, 27 проектпа пĕвесем тасатмалла. Округра ку енĕпе ĕçсем анлăн пыраççĕ. Ильинка территори пайĕнчи Хунтăкасси ялĕнче пурăнакансем пуçарулăх программине хутшăнса пĕве тасатнă. Ĕçе Константин Гришняков предприниматель вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, пĕвене юшкăнран тасатнă, тĕпне тарăнлатнă, пĕве таврашĕнчи территорие хăт кĕртнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 млн та 156 пин тенкĕ ытла пулнă. Республика бюджетĕнчен 659 пин тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран ( 381 пин тенкĕ ытла, çынсем 115 пин тенкĕ пухнă. Ял çыннисем малашне те пурнăç условине меллĕрех тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Çитес çулта вĕсем плотина территорине тирпейлесшĕн. Унта кану вырăнĕ тăвасшăн. Ку ыйтăва çынсемпе пĕрле сÿтсе явнă, ĕç пурнăçлама йышăннă. Сентимĕрсем те пуçарулăх программипе активлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем икĕ пĕве тасатассипе тăрăшаççĕ. Пĕвесене тахçанах тунăран вĕсем юшкăнпа тулнă, шывпа усă курма юрăхсăр. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 3 млн та 448 пин тенкĕ. Çак ĕç валли çынсем 344 тенкĕ пухнă. Ĕç пурнăçлаканĕ – А. Матросов предприниматель. Ял пĕвисене тасатма Сентимĕрти пуçарулăх ушкăнĕ сĕнÿпе тухнă, ыттисем çак пуçарăва ырласа йышăннă. Оринин тăрăхĕнче пĕтĕмпе кăçал 8 проект пурнăçланать. Чамăшра ача-пăча плошадки туса пĕтернĕ, ытти проектсенче ĕç малалла пырать.
Август 2026 |
