Ахмане ялӗнчи ҫамрӑксен – хальхи спортплощадка

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 09:56 Просмотров: 327

Муркаш округӗнчи Ахмане ялӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Ниме – Халӑх бюджечӗ» проекчӗ пулӑшнипе универсаллӑ ҫӗнӗ спортплощадка хута кайрӗ.

Петр Волков староста ӗлӗк ку вырӑнта кивӗ площадка пулнине каласа парать. Кунта кӗркунне те, ҫуркунне те шыв нумайччен тӑнӑ, ҫӗр те типмен. Площадкӑна ҫӗнетес шухӑш ҫамрӑксемпе Мӑн Сӗнтӗр шкулне кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Унта вӗсем ӑна хальхи резина сийпе витнине курнӑ. Вӗсен те ҫавӑн пекех меллӗ, хӑрушлӑхсӑр тата таса площадка тӑвас килнӗ. Проект 3,2 миллион тенке яхӑн ларнӑ. 1,8 миллион республика бюджечӗ уйӑрнӑ, 1 миллион ытла – вырӑнти бюджет, 318 пин ытла вара ҫынсем хӑйсем пухнӑ.

– Халӑх кӑмӑллӑ. Ҫамрӑксем пушӑ вӑхӑтра кунта килеҫҫӗ. «Ниме – Халӑх бюджечӗ» проект пире хамӑр ӗмӗтсене пурнӑҫлама май парать, – савӑнса паллаштарать Петр Волков староста. Кунта малалла та спортпа хастар туслашма шухӑшлаҫҫӗ. Площадка спорт мероприятийӗсем ирттерме ҫывӑхри шкулсемшӗн те меллӗ: Москакасси, Калайкасси тата ытти шкулшӑн. Кӑмӑлу пулсан мини-футболла выля, волейболла е баскетболла. Москакасси территори пайӗн ҫыннисем Москакасси шкулӗн выпускникӗсемпе – спорт мастерӗсемпе Альбина Ложновӑпа (ҫӑмӑл атлетикӑпа) тата Антон Петровпа (йӗлтӗрпе чупассипе) мухтанаҫҫӗ. Спорта юратакансен шучӗ малашне ӳсессе шанаҫҫӗ. Ку площадка – Москакасси территори пайӗнче кӑҫал пурнӑҫланакан ултӑ пуҫаруллӑ проектран пӗри кӑна.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6