«Тойкилтӗ – Кӗртекасси» ҫулне малалла юсаҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 09:54 Просмотров: 320

Муркаш муниципалитет округӗнче «Пурнăҫ инфратытăмĕ» нацпроект шайӗнче «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» автомобиль ҫулне юсасси малалла пырать.

Март уйӑхӗн 30-мӗшӗнче округ администрацийӗ уйрӑм предпринимательпе И.П. Шишкинпа контракт тунӑ. Договор условийӗсемпе килӗшӳллӗн, подрядчик мӗнпур ӗҫе июлӗн 31-мӗшӗччен вӗҫлеме сӑмах парать. Кӑҫал Тойкилтӗ ялӗ еннелле 2,5 километр тӑршшӗ участокра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 25 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Паянхи кун ҫул хӗррине анлӑлатнӑ, асфальт сарнӑ: тикӗслекен тата тӗп сийсем ҫине. Ҫул хӗррине сарасси юлнӑ. Пӗлтӗр ҫак нацпроект шайӗнче «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» автоҫулӑн 3410 метрне юсанӑ. Малтан – 2,49 километр трассӑна. Унтан бюджет укҫи-тенкине перекетленипе тата 920 метра яхӑн ҫул-йӗре Кӗртекасси ялӗ таранах юсама пултарнӑ. Ку ҫула тата маларах юсанине аса илтермелле. Сӑмахран, участокӑн 2 километрне унчченхи «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» нацпроект шайӗнче 2023 ҫулта ҫӗнетнӗ. 2024 ҫулта вара пӗтӗмӗшле ултӑ километра яхӑн тӑсӑлакан виҫӗ уйрӑм участокра юсанӑ. Ҫапла вара юлашки ҫулсенче «Тойкилтӗ – Кӗртекасси» ҫула 14 километра яхӑн юсанӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6