Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярев Чӑваш Ене ӗҫлӗ визитпа килсе кайнӑ. Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле вӑл спорт инфратытӑмӗ мӗнле аталаннине тӗрӗсленӗ, «Олимпийский» стадионта, йӗлтӗр роллер трасси тата халь тӑвакан Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗнче пулса курнӑ. Ҫавӑн пекех спортсменсемпе тата тренерсемпе тӗл пулнӑ.
Михаил Дегтяревпа Олег Николаев Чӑваш Енре спорта аталантармалли стратегие сӳтсе явнӑ. Раҫҫей спорт министрӗпе ирттернӗ ӗҫлӗ тӗл пулура регион ертӳҫи Чӑваш Енри 705 пин ҫын физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах туслине пӗлтернӗ – ку вӑл халӑхӑн 62,1 проценчӗ. Юлашки пилӗк ҫулта республикӑра 110 ҫӗнӗ спорт объекчӗ туса лартнӑ. Спорт инфратытӑмӗпе тивӗҫтерессипе Чӑваш Ен Атӑл ҫи федераци округӗнче пӗрремӗш, Раҫҫейре саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Республикӑра шкул спортне аталантараҫҫӗ, хальхи «ӑслӑ» спорт площадкисем хӑпартаҫҫӗ, ГТО нормативӗсене памалли зонӑсене йӗркелеҫҫӗ, занятисене пур ӳсӗмришӗн те юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ГТО комплексне пурнӑҫа кӗртессипе регион Атӑл ҫи федераци округӗнче пӗрремӗш тата ҫӗршывра виҫҫӗмӗш пулнӑ. Халӑх спортпа туслашмалли условисемпе кӑмӑллӑ пулнипе Чӑваш Ен округра иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Олег Николаев тӗп тӗллев Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласси: спорта кашни ҫыншӑн пурнӑҫ норми туса хурасси пулнине палӑртнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Михаил Дегтярева пирӗн пуҫарусене пулӑшнӑшӑн тата Чӑваш Енре спорта аталантарма тимленӗшӗн тав тунӑ. Тӗл пулу вӗҫӗнче тренерсемпе спортсменсене чысланӑ. Раҫҫей спорт министрӗн Михаил Дегтяревӑн тимлӗхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем валли ирттернӗ ӑмӑрту пулнӑ. «Чувашинформ» журналисчӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май, Михаил Дегтярев СВОна хутшӑнакансен спорт реабилитацийӗ Президент хушӑвӗпе пулса пынине палӑртнӑ. Тӑван кӗршыв хӳтӗлевҫисен Кубокӗ регионсем хушшинчи ӑмӑртуран пӗтӗм Раҫҫейри кубока ӳснине тата хӗллехи турнир хушӑннине аса илтернӗ вӑл. Анчах Шупашкарта иртекен хальхи стартсем – ҫӗнӗ тапхӑр. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш хут Раҫҫейӗн пысӑк специализациленӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионатне шӑпах шӑмӑн тӗревпе хускану аппарачӗ сиенленнӗ ветерансем валли ирттернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене унӑн хӑватлӑ ҫӑмӑл атлетика шкулне тата аталаннӑ инфратытӑмне кура суйланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта тарӑн йӑла хывнӑ. Халӗ кун пек ӑмӑртусем ҫулленех пулӗҫ, кашнинчех вӗсем ҫумне регионсем хушӑнӗҫ (кӑҫал вӗсем 28-ӑн ӗнтӗ). Тӗп тӗллев, министр шучӗпе, спорт урлӑ геройсене мирлӗ пурнӑҫа таврӑнма, хӑйсене тупма, Раҫҫее ҫӗнӗлле аталанма пулӑшасси. Республикӑри спорт объекчӗсене хакланӑ май Михаил Дегтярев региона тата Олег Николаев пуҫлӑха «питӗ лайӑх» хак панӑ. Вӑл юлашки ҫулсенче спорта аталантарасси тӗпрен улшӑннине палӑртнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ трассӑллӑ, хальхи вӑхӑтри ҫутӑллӑ, юрлӑ тата телетрансляцисем валли майсемлӗ йӗлтӗрпе биатлон комплексне палӑртнӑ. Кунта тӗнче шайне ҫитичченхи ӑмӑртусем таранах ирттерме пулать. Ҫавӑн пекех министр «Олимп» уйӗнчи лару-тӑру тата Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменне туни пирки ӑнлантарса панӑ, унта укҫа-тенкӗн 70 процентне федераци хывнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вара регион федераци пулӑшӑвӗпе спорт инфратытӑмне хастар аталантарнине пӗлтернӗ. Спортсменсемпе тренерсене те малалла ӗҫлеме тӗп хавхалану тенӗ вӑл.
Август 2026 |
