Паянхи çын пурнăçне гаджетсемпе смартфонсемсĕр ăнлантарма та çук. Çав вăхăтрах телефон, планшет, компьютер экранĕ умĕнче ирттернĕ вăхăт пĕтĕм тĕнчешĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ.
Цифра тиевĕ çынсене мĕн патне илсе пыма пултарасси пирки паян пире Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалист-психиатрĕ Елена КАЛИНИНА каласа парать:
– Специалистсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх паянхи çын гаджет экранĕ умĕнче талăксерен 6 – 8 сехет таран ирттерет. Çын ÿсĕмне кура ку кăтарту улшăнма та пултарать, анчах пурпĕрех вăл физиологи норминчен палăрмаллах пысăк. Ку вăл ĕç тухăçлăхĕсĕр пуçне çын хăйĕн пурнăçне çĕнĕ техникăсăр курайманни пирки калать. Гаджетсене пăхăннипе эпир хаклă вăхăта çухатнипе çеç çырлахмастпăр, хамăрăн сывлăха та хавшататпăр: куç курасси чакать, куç чирĕсем вăй илеççĕ, кĕлетке аталанăвĕ пăсăлать, ыйхă вĕçме пуçлать, сахал куçса çÿренипе ÿт хушăнать. Манмалли çук, гаджетсемпе ĕçлесе вăхăт нумай ирттерни пуç тăтăш ывăнни, тимлĕх сахалланни, кансĕрленесси ÿсни патне илсе пырать. Гаджетсене пăхăнни çынсене социаллă хутшăнуран, ыттисемпе калаçассинчен уйăрать, эмоци тĕлĕшĕнчен хушма ыйтусем кăларать, депрессие ÿстерет.
Цифровизаци калăпăшĕ ÿснин пысăк пайĕ çамрăк ăрăва пырса тивет. Ашшĕ-амăшĕн паян хăйсен ачи телефонпа е компьютерпа мĕнле информаци ытларах шыранипе кăсăкланнă май çĕнĕ техника экранĕсем умĕнче мĕн чухлĕ вăхăт ларнипе те кăсăкланмалла. Профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттерменни çамрăк ăрăвăн нерв системи çине те витĕм кÿме пултарать. Хальлĕхе вăл вĕсен йĕркеленет кăна-ха. Гаджетсене пăхăнассинчен асăрхаттарни чарусемпе çеç çыхăнса тăмалла мар. Вăл çамрăксем валли пушă вăхăта усăллă ирттермелли çĕнĕ çул-йĕр тупса панипе те, аслă ăрурисемпе ăнланса пĕр çыхăра ĕçленипе те çыхăнмалла. Çакăнта йăлтах йĕркеллĕ пулсан çамрăксем смартфон пирки манса кайма пултараççĕ. Ку вăл пуриншĕн те пысăк çĕнтерÿ пулĕ.
Май килнĕ чухне цифра гигиенин хăш-пĕр правилисене палăртса хăварам-ха:
– гаджетсемпе усă курмалли çирĕп вăхăта палăртмалла: кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн тăхтавсене шутласан – 1-1,5 сехет, аслă классенче вĕренекенсемшĕн – 2-3 сехет;
– компьютерпа ĕçленĕ чухне кашни 45-60 минутран 10-15 минут канса илмелле;
– килте «гаджетран ирĕклĕ зонăсем» тăвăр (тĕслĕхрен, апат çимелли тата çывăрмалли пÿлĕмсем);
– эрнере пĕр кун е пĕр каç гаджетсене айк- калла хăварса пĕрле уçă сывлăша тухăр.
Çак ансат правилăсене пурнăçа вăхăтра кĕртни ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă çеç пулĕ.
Август 2026 |
