Çуллахи шăрăхра шывсăр аптăрани час-часах пулать. Кунашкал вăхăтра пурин те тăтăш шыв ĕçес килет. Кунта вара ыйту çуралать: мĕн ĕçни вырăнлăрах тата усăллăрах-ха? Специалистсен сĕнĕвĕсем шыв çинче чарăнса тăраççĕ пулсан, нумай çын тăрă шыва ĕçейменни тата вăл ăша кантарманни пирки каланине илтме пулать. Çитменнине ахаль шыв ăна ĕçес килнине нумай вăхăтлăха ирттерсе ямасть, ăна ытларах ĕçни вара алă-урана шыв кайнипе вĕçленме пултарать.
Специалистсем шăрăх вăхăтра шыв ĕçес килнине ирттерме тĕрлĕ вариант сĕнеççĕ.
Пĕрремĕшĕ – тăвар. Шыв ĕçес килнĕ вăхăтра ăна ĕçсе çитерессĕн туйăнманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăна çапла ăнлантарма пулать. Шыв нумай ĕçес килнĕ чухне çын организмĕ тăвар нумай çухатать те клеткăсем шыв йышăнасси чакать. Кун пек чухне кăшт тăварпа хутăштарнă шыва ĕçсе пăхăр. Ĕçейместĕр пулсан çăвара тăварлă шывпа чÿхесе илни те вăхăтлăха пулăшу парать. Урамра шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра ирлесе пĕр татăк тăварланă селедка е ытти тăварлă апат-çимĕç çини те усăллă шутланнине ан манăр. Баланс майлашăннă май çав кун шыв ĕçес килни сире сахалрах чăрмантарĕ. Çакна асра тытăр, тăварлă апат кĕлеткере шыв ытларах тытнă май вăл алă-урана каяс, юн пусăмĕ ÿсес хăрушлăх пур.
Газлă минерал шывĕ. Газлă пылак напитоксем шыв ĕçес килнине ÿстереççĕ пулсан, газлă минерал шывĕ сире унран хăтарĕ кăна. Углекислă газпа пуян минерал шывĕ организма çитсе ĕçес килнине хăвăрт чакарать. Вар-хырăм чирĕпе аптăракансене асăннă шывпа асăрхануллă пулма ыйтатпăр.
Сасси шывĕ. Ку напитока рецепт авторĕн ятне панă. Сасси шывĕпе усă курни ĕçес килнине лăплантарма, çамрăкрах пулма, харпăр хăйне туяссине лайăхлатма пулăшать. Напитокăн çителĕксĕр енĕ – вăл 8 -12 сехетрен çеç пулса çитни. Ăна хатĕрлеме сире 2 литр шыв, лимон, хуппине иртнĕ хăяр, пĕчĕк имбирь е пĕр чей кашăкĕ имбирь порошокĕ, кăштак пĕтнĕк (мята) кирлĕ. Лимонпа хăяра пĕчĕк ункăсем пек касатпăр, пĕтнĕке алăра çемçететпĕр, имбире терка витĕр кăларатпăр. Пурне те шыва ярса холодильникăн аялти çÿлĕкĕ çинче тытатпăр. Сасси шывне хăвăрт хатĕрлемелли рецепт та пур. Ăна валли хăяра хуппинчен тасататпăр, пĕтнĕк курăкĕ тата кăшт шыв хушса блендерпа çавăрттаратпăр. Пулнă хутăша 2 литр шыва яратпăр, унта лимон сокĕпе теркăланă имбирь хушатпăр. Ĕçиччен холодильникра пĕр сехет тытатпăр.
Лимон настойки. Вăл ăш хыпнине хăвăрт ирттерет. Ăна хатĕрлеме пĕр стакана лимонăн чĕрĕк пайне ярăр, пĕр чей кашăкĕ сахăр е пыл тата пĕр чĕптĕм тăвар хушăр.
Вĕри чей. Вĕри те шăрăх кунсенче никамăн та вĕри апат ĕçес-çиес килмест пулĕ, анчах унăн усси пысăк. Ăна организм сивĕ напитокран аванрах йышăнать. Вĕри чее организм çийĕнчех йышăнать пулсан, сивĕ чее йышăнма 20 минут кирлĕ. Çак тапхăрта шыв ĕçес килни иртмест.
Сивĕ чей. Сивĕ чей те шыв ĕçес килнине лайăх ирттерет. Ăна хатĕрлеме вĕретнĕ шыв чашăкне хăвăр юратнă чей пакетне хурăр. Кăшт вăхăтран ăна кăларатпăр та унта сивĕ шыв е пăр катăкĕ, тутине кура лимонпа пыл, пĕтнĕк курăкĕ хушатпăр. Çырларан хатĕрленĕ сивĕ чей. Типĕтнĕ улма-çырла чейне илетпĕр те вĕри шыв хушатпăр. Унта чĕрĕ улма-çырла та хушма юрать. Напиток сивĕннĕ çĕре унта пĕр чей кашăкĕ пăр хушатпăр. Питĕ усăллă чей пулать.
Татьяна ЯКОВЛЕВА, «Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» ФБУЗăн химик-эксперчĕ.
Август 2026 |
