Иртнĕ ĕмĕрĕн 70 – 80-мĕш çулĕсенче кашни организацирех плана ирттерсе тултарасшăн çуннă, КПССăн черетлĕ съездне е пысăк уява тивĕçлĕ кĕтсе илме тăрăшнă. Парти ертÿçисем маттуррисене мухтанă, кайра пыраканнисене юнанă. Район центрĕнче вырнаçнă пĕр предприятин ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕрен пулса пынă: куçса çÿрекен ялава та тивĕçнĕ кунти ĕçченсем, премисĕр те тăркаласа юлнă. Октябрь уявĕ çывхарса килнĕ. Завод директорĕн кăмăлĕ пăсăк пулнă. Тĕп экономист пĕлтернĕ тăрăх вĕсен мухтанмалли çук: пĕлтĕрхипе танлаштарсан, продукци туса кăларасси ÿсес вырăнне... чакнă! Куншăн, паллах, пуçлăха пуçĕнчен никам та шăлмĕ.
– Виçĕ, тăватă смена ĕçлеттерĕр рабочисене, анчах та плана тултарнă пултăр! – чышкипе сĕтеле чышсах вăрçрĕ Петĕр Иванăч цех начальникĕсене ирхи канашлура.
– Виçĕ смена тетĕр... – терĕ пĕри, хăюллăраххи.
– Пĕрремĕш сменăрах чылайăшĕ ÿсĕр. Ĕçе мухмăр чĕртсе килеççĕ. Пуçлăх хăй илтнине ĕненмесĕр лешĕн çине пăхрĕ.
– Ăçтан ир-ирех тупаççĕ шĕвеккине? – ыйтрĕ вăл ăнланмасăр.
– Мĕн, бутылкине сумкисене арăмĕсем чиксе яраççĕ-и?
– Пасар лапамĕнчи буфета пĕлетĕр-и? Общепитăн... Вăт çавăнта ярса параççĕ. Хĕрлĕ эрехе кружкăпах тÿплеттереççĕ вĕсем ирсерен.
– Авă ăçта вăл сăлтавĕ! – мĕншĕн план тулманнине пĕлнĕшĕн савăнчĕ халĕ Петĕр Иванăч.
– Хуптармалла, суттармалла мар!
– Пачах сутма чараймăпăр, – терĕ тепри. –
Вунпĕр сехет çитиччен юраманнине пĕлеççĕ вĕт, мĕншĕн ашкăнаççĕ общепитрисем? ОБХСС ямалла!
– Вĕсен те план вĕт... Вĕсене те вăрçаççĕ... – шăппăнрах тухрĕç гараж пуçлăхĕн сăмахĕсем.
Вăл хăй те час-часах кĕркелесе тухать пулас çавă лупас евĕр курăнакан çурта. Халĕ те унăн куçĕсем чирлĕн ялкăшса тăчĕç. Петĕр Иванăч çак кунах парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ патне çул тытрĕ. Унпа тĕл пулсан общепит ĕçченĕсем рабочисене ĕçтерсе ÿсĕртеççĕ те плана тултарма памаççĕ иккен, çакăн çинчен тарăхса каласа пачĕ.
– Пулма пултараймасть! – çат! Çапрĕ пĕççинчен район ертÿçи Калистрат Ваççильч. – Ĕненместĕп! Сăмса айĕнчех çапла алхасаççĕ-и вара!
Тепĕр ир сакăр сехет çитичченех райком секретарĕ кафере рабочисем хушшинче черетре тăчĕ. Хăй кивĕ фуфайка тупса тăхăнчĕ, пуçне сăранланнă кивĕ карттус хурса ячĕ. Черет çитсен, Кăлавье, буфетчицăра хĕр пулса çитичченех ĕçлеме пуçланăскер, вăрттăн ĕçе вăр-вар тума хăнăхнăскер, Калистрат Ваççильчăн укçине илчĕ те ыйтмасăрах кружка хĕрлĕ эрех ярса хучĕ. Райком секретарĕ ăна алла илме васкамарĕ.
– Мĕн туса тăран! Ĕç те вĕç! – хушрĕ ăна буфетчица. – Вунă тенкĕ парать-ха тата... Çĕрме пуян килнĕ кунта! Каларăм-иç, ĕç те вĕç, акă сана сдачă! Калистрат Ваççильч бюро пухрĕ, унта общепит директорне çирĕп выговор çатлаттарчĕç. Буфет сакăр сехетрен ĕçлеме пуçларĕ, Кăлавье буфетчица, тепле тилмĕрсен те, никама та эрех ярса памарĕ. Çу çинче пĕçернĕ хытса кайнă пирожкисемпе ăшаланă сивĕ пулă таткисене сĕнчĕ вăл, анчах вĕсене никамах та туянасшăн пулмарĕ. Плана тултарасси пирки ĕмĕтленме те манчĕ буфетчица. Петĕр Йăванăчăн вара пурнăç лайăхланчĕ. Цехсенче хĕрĕнкĕ рабочисем самаях сахалланчĕç. План тултармасăр намăс курасси хыçала юлчĕ. Анчах та Октябрь уявĕ иртсе кайрĕ, çитĕнÿсем пирки рапортласси çак вăхăтрахь кирлĕ пулмарĕ. Общепит буфечĕ ĕçе пуçтарăннă рабочисене ирсерен каллех хĕрлĕ эрехпе шăварчĕ. Кунпа çĕр хăйсен еккипе чупрĕç. Кăлавьене кăна хăйĕн ячĕпе мар, «Ĕç те вĕç!» тесе чĕнме пуçларĕç. Çакă хушма ят пенсие кайичченех унăн çумĕнчен хăпмарĕ.
Валентин Константинов.
Август 2026 |
