«Пĕр çемье те тимлĕхсĕр ан юлтăр»

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2026, 10:57 Просмотров: 491

Çакăн пек пĕтĕмлетрĕç çавра сĕтел калаçăвĕнче

Муркаш округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшассипе ĕçлесси малалла пырать. Координаци центрĕн ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн июлĕн 9-мĕшĕнче Муркашри тĕп библиотекăра салтак амăшĕсемпе, мăшăрĕсемпе çавра сĕтел калаçăвĕ иртрĕ.

Ăна Муркашри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Ольга Иванова ертсе пычĕ, çавăн пекех Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Владимир Толстов, Муркаш территори пайĕн ертÿçи Алексей Кириллов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Мирлĕ пурнăçа – утăм» проектăн муниципалитет кураторĕ Сергей Голицын тата ыттисем хутшăнчĕç. Тĕл пулу кăмăллă тата усăллă иртрĕ. Пĕтĕмĕшле информаципе Ольга Иванова паллаштарчĕ. Калаçу медицина енĕпе те пулчĕ, ку ыйтусем çине Владимир Толстов хуравларĕ. Сергей Голицын çемьесене тĕрлĕ инстанцие тухассипе активлăрах пулма, сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтрĕ. Вĕренÿ сферине пырса тивекен тата ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйтусем те айккинче юлмарĕç. «Мирлĕ пурнăçа – утăм» проект шайĕнче муниципалитетра ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Координаци центрĕн сотрудникĕсем салтак çемйисемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ, вĕсен кăткăс ыйтăвĕсене шута илеççĕ, вăйра тăракан пулăшу мелĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ. Çемьесемшĕн психологи тата консультаци пулăшăвĕ те вырăнлă. Адреслă пулăшу парасси çине тимлĕх уйăраççĕ, тĕрлĕ документ тума пулăшаççĕ, кирлĕ пулсан профильлĕ специалистсене явăçтараççĕ. «Çемье» наци проекчĕ те СВОна хутшăнакансем, вĕсен çемье членĕсем валли пулăшу мелĕсем уйăрать. Тĕл пулăва хутшăннисене калаçу хыççăн округри тĕп библиотека йыхравларĕ. Кунта «Семейные корни: чувашское наследие в дополненной реальности» сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашма май килчĕ (сăн ÿкерчĕкре). Çĕнĕ технологипе хатĕрленĕскерне пăхма питĕ меллĕ тата кăсăклă. Проект Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Кунта чăваш çемйин хаклăхне сăнарлакан 12 ĕç тăратнă. Курав ума сăн ÿкерчĕк тата видео мелĕпе тухать. Туй, ачана воспитани парасси, чăваш апат-çимĕçĕ, амăшĕн, çĕршыв хÿтĕлевçин сăнарĕсем тата ытти самант кашни çынна çывăх.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6