«Ниме – Халăх бюджечĕ» проектпа Шетмĕпуç тăрăхĕнче пурăнакансем çулсеренех активлă ĕçлесе пыраççĕ. 2026 çулта пирĕн 9 пуçарулăх проекчĕ пурнăçланмалла. Муркаш округĕн депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов çак кунсенче Шетмĕпуç территори пайĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, пуçарулăх бюджечĕн программипе вырăнта мĕнле ĕçленипе паллашрĕ, ĕç вĕçленнĕ проектсенче пулса курчĕ вăл.
Вĕçленнĕ икĕ проект çул юсассипе çыхăннă: Тивĕшре тата Опрыскьялĕнче. Пĕрремĕш ялти çул тăршшĕ 1260 метр, иккĕмĕшĕнче – 930 метр. Турханта 1860 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсарĕç. Шетмĕпуçĕнчи Солнечная урамра пурăнакансем шыв башни çĕнетрĕç. Çак проектсене подрядчиксем вăхăтра вĕçлерĕç, ĕçсем лайăх пулса пычĕç. Çĕнĕ шыв башнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса хăварас килет. Унчченхи кивĕ башня пĕр яла кăна шывпа тивĕçтерсе тăратчĕ. Халĕ вара çĕнĕ башня Шетмĕпуç тата Турхан ялĕсене шыв парса тăрать. Çитес çул та эпир малашлăха пăхса ĕçлесшĕн, автанкассисем шывпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçлеме шухăшларĕç. Вĕсен шывпа тивĕçтерес системăна юсамалла, çак башня çумне сыпăнтармалла. Александр Платонович вĕçленĕ объектсенчи ĕç пахалăхне пысăка хурса хакларĕ, çак ĕçсемшĕн пуçарулăх ушкăнне тав турĕ, ытти проекта та çавăн пек вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Вырăнти çынсем те парăмра юлмарĕç, Александр Давыдова çак проектсене пурнăçлама пулăшнăшăн тав турĕç. Халĕ пирĕн тăрăхра тата тепĕр 5 проектпа ĕçсем пыраççĕ. Автанкассинчи пĕвене тасатмалла. Шетмĕпуçĕнче Центральная урамри пĕвене йĕркене кĕртмелле. Шетмĕпуçĕнчи Первомайская урамри тури пĕвене те тасатмалла, дамбине çирĕплетмелле. Çак ялти Первомайская урамра тепĕр пĕве тасатмалла. Катăкуйсем ял çăвин территорине тирпейлес терĕç. Ку проектсене те вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлессе шанас килет. Ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Шетмĕпуç территори пайĕ 8 яла пĕрлештерет. 8 ялтан 9 проект пулни питех те лайăх тесе шухăшлатăп эпĕ. Ку пирĕн тăрăхра активлă çынсем пурăннине çирĕплетет. Вĕсем хăйсен кулленхи пурнăçне лайăхрах, условие меллĕрех тăвасшăн. Республикăра «Ниме – Халăх бюджечĕ» программа ĕçленипе пирĕн патри çынсем питĕ кăмăллă. Ĕç хакĕнче вырăнти çынсен тÿпи пысăках та мар, вунă процент кăна, ĕçĕ вара курăмлă. Вĕсем хăйсем те çак ĕçе хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шетмĕпуç тăрăхĕнчи çынсем Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева, Муркаш округ пуçлăхне Александр Иванова, депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçине Александр Давыдова тав тăваççĕ. Пурнăç вара малаллах пырать. Шетмĕпуç тăрăхĕнчи çынсем малашлăха пăхаççĕ. Ĕмĕтсем пирĕн пысăк-ха. Эпир халĕ ялсенче çитес çулхи проектсем тĕлĕшпе пухусем ирттеретпĕр, мĕнле ĕçсем пурнăçлама май пуррине сÿтсе яватпăр. Çитес çул валли пирĕн проектсем конкурс суйлавĕ витĕр тухасса эпир шанатпăр.
Борис ВАСИЛЬЕВ, Шетмĕпуç территори пайĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
