Ача çуралсан

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2026, 10:13 Просмотров: 498

Ача çуралнăшăн паракан пособие Чăваш Енте çулталăк пуçланнăранпа 2207 çемье тивĕçнĕ. Тÿлев калăпăшĕ 28450 тенкĕпе танлашать. Ăна тупăш тата пурлăх шайне пăхмасăрах ашшĕне е амăшне параççĕ. Енчен те çемьене пĕр харăсах икĕ çĕнĕ кайăк вĕçсе килет пулсан, пособие икĕ ача тĕлĕшпе те тÿлеççĕ. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çак тÿлев валли 62 млн тенкĕ уйăрнă. Муркашри тĕп библиотека системи.

Ĕç вырăнĕнче ĕçлекен ашшĕ- амăшне пособие асăннă фондăн уйрăмне ЗАГС ача çурални пирки пĕлтернине шута илсе заявлени çырмасăрах параççĕ. Çак информацие илнĕ хыççăн пособие 10 ĕç кунĕ хушшинче тÿлеççĕ. Ашшĕ те, амăшĕ те ĕç вырăнĕнче ĕçлесен пособи амăшне тÿлеççĕ, ашшĕ кăна ĕçлесен – ашшĕне. Ĕç вырăнĕнче ĕçлемен ашшĕ-амăшĕн пособи илме ыйтса патшалăх услугисен порталне, МФЦна е уйрăмăн клиент службине заявлени çырмалла. Ку ыйтупа ача çуралсан 6 уйăх хушшинче тухмалла, ыйтăва 10 ĕç кунĕ хушшинче татса параççĕ, тÿлеме йышăну тусан 5 кун хушшинче укçа куçать. Пĕр хутчен паракан пособие çавăн пекех опекунсем, ачана усрама йышăннă ашшĕ-амăшĕ илме пултарать. Ыйтусене 8(800)100-00-01 контакт-центра тÿлевсĕрех шăнкăравласа пĕлме пулать.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6