Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх çирĕп аталанса пырать. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕпе вăл округри экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Республика шайĕнче те вĕсен ĕç кăтартăвĕ курăмлă, вĕсем – çирĕп аталанакан хуçалăхсем хушшинче.
Хуçалăх тыр-пултан пысăк тухăç илессипе, пысăк сăвăмпа, техника паркне çĕнетессипе, ял хуçалăх техникине управа лартассипе тата ытти енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Аса илтеретпĕр, хуçалăх кăçал 327 лаша хăвачĕллĕ комбайн туянчĕ. Çĕнĕ йышши хăватлă тата энерги перекетлеме май паракан техника вырма тапхăрĕ пуçланасса кĕтет. Округри ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче кăçалхи çу кунĕсенче 3,8 пин тонна утă, 30 пин тонна сенаж, 28 пин тонна силос хатĕрлемелле, условлă пĕр пуç выльăх валли 28 центнертан кая мар апат единици тивмелле. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ку енĕпе хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пырать. Предприяти выльăх апачĕ яланах çителĕклĕ кăна мар, саппаслăх та хатĕрлет. Сăн ÿкерчĕкре выльăх апачĕ хатĕрлекен ĕçченсене куратăр. Сылтăмра – Федор Журавлев тата Александр Архипов. Вĕсем утă преслаççĕ. Сулахайра – Петр Журавлев тата Олег Никитин. Вĕсем хатĕр утăна ферма çывăхне турттараççĕ. Ял хуçалăх кооперативĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пресланă утăна турттарма пĕтĕмпе 6 техника явăçтарнă. Тунтикуна 600 ытла рулон пресласа 210 тоннăна яхăн утă хатĕрленĕ. Сенаж пĕр траншея тултарнă, 1200 тоннăна яхăн. Хуçалăх çулсеренех кĕр акине пысăк лаптăк çинче тăвать. Ака лаптăкĕ округра – пысăккисенчен пĕри. Кĕр аки валли механизаторсем çĕр хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Паллах, хаçат тухнă тĕле ку ĕçсен калăпăшĕ самай ÿснĕ е вĕçленнĕ те. Çавăн пек ĕçлесе пырать малашлăха çирĕп утакан кооператив.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
