Муркаш округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес хĕрÿ тапхăр пырать. Кăçал Çатракасси тата Йÿçкасси шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Икĕ объекта та 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ. Капиталлă юсав валли тата проектпа смета документацине улшăнусем кĕртессипе патшалăх килĕшĕвĕ тунă: Çатракасси шкулĕ валли – 81 млн тенкĕ ытла, Йÿçкасси шкулĕ валли – 63 млн тенкĕ ытла. Икĕ объектра та «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçлет. Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне Çатракасси шкулĕнчи ĕç 78 процент пулнă. Унта ăшăпа, шывпа тивĕçтерес системăсен оборудованине вырнаçтармалла тата этажсенчи отделка ĕçĕсене вĕçлемелле, пÿлĕмсенчи алăксене лартмалла. Çак объектра пĕтĕмпе 30 çын ĕçлет. Подрядчик юсава çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕçлеме палăртать. Йÿçкасси шкулĕнчи ĕçсем малтан палăртнинчен калăпăшлăрах, эрне пуçламăшĕ тĕлне 45 процент пурнăçланă. Ĕçе хăвăртлатас тесе тăрăшаççĕ. Ĕç мĕнле пынине контрольте тытма пĕрлехи заказчик службине çырупа тухнă. Фасад ĕçĕ тата çивитти витес ĕç вĕçленнĕ, урай улăштарнă. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç пырать. Шомик шкулĕн çи виттийĕ кивелнĕрен вырăнти бюджетпа усă курса 228 пин тенкĕлĕх юсав ирттернĕ. Нискасси шкулĕн территорийĕнче ĕçсем ирттерессине аукциона тăратнă. «Путене» ача сачĕн никĕсĕнче «Çемье центрĕ» уçма хатĕрленеççĕ. Кĕмелли вырăна юсама – 376 пин тенкĕ, çул валли – 344 пин тенкĕ, путвала йĕркене кĕртме 410 пин тенкĕ кирлĕ. Ĕç килĕшĕвне тунă, ĕç пуçланнă. Муркаш шкулĕн тирне юсама 400 пин тенкĕ уйăрнă, подрядчик палăртассипе ĕç пырать.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
